АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Крымри çапăçусене хутшăннă

07 мая 2014 г.

Арçынсен хушшинче 100 çула çывхаракана питĕ сайра тĕл пулатăн. Пушарпуç ялĕнче пурăнакан С.Потапов 1915 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ 96 çитнĕ, çывăх тăванĕсем 80-90 çул е ытларах пурăннă. Эрех-сăрапа иртĕхмен, пирус туртса ăш-чикне наркăшламан. Степан Потапович 1937-1940 çулсенче Минск хулинче çар хĕсметĕнче тăнă. Салтакран таврăнсан "Большевик" колхозра ĕçленĕ. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче каллех çар тумĕ тăхăннă. Ăна гварди миномет чаçĕн оперативлă подразделенине янă. Степана аслă радиста лартнă, каярахпа - Ростов облаçĕнчи Миллерево хулинче чаç тăшман ункине лекнĕ. Çичĕ кун çапăçса, пысăк çухату тÿссе хамăрăннисем патне тухнă. Крым çурутравĕнче вырнаçнă Джанкой хулине, халăхра ăна "çурутрав хапхи" тенĕ, çитнĕ. Малалли çул Сталинграда выртнă.1942 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн çарсем наступленине куçнă. "Çак хулашăн пынă хаяр çапăçусем асăмран тухма пĕлмеççĕ, йĕри-тавра вут-çулăм алхасать. Атăл шывĕ çине пушар çутисем ÿкеççĕ, вырăн-вырăнпа юнпа хĕрелнĕ", - аса илчĕ Степан Потапович. Пушарпуç арĕ Одесса, Николаев, Севастополь, Армянскино, Перекоп, Керчь, Феодосия, Киев хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Пĕр çапăçура аманнă. Суранĕ çăмăл пулнипе госпитале кайма килĕшмен, çапăçусен хушшинчи тăхтавсенче бинта улăштарса тăнă. Çĕнтерĕве Литвара кĕтсе илнĕ. Тăван яла Япони самурайĕсене çапса аркатнă хыççăн 1945 çулхи авăнăн 23-мĕшĕнче таврăннă. Унăн кăкăрне Хĕрлĕ çăлтăр орденĕ, "Германие çĕнтернĕшĕн", "Японие çĕнтернĕшĕн" медальсем илем кÿнĕ. Темиçе хутчен СССР çарĕсен Верховнăй главнокомандующийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. С.Потапов колхозра счетоводра, ферма заведующийĕнче ĕçленĕ, уй-хир бригадине ертсе пынă. 1958 çулта çÿллĕшĕпе 2 метрлă кукуруза çитĕнтернĕшĕн Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне янă. Унтан курава хутшăннине ĕнентерекен хутпа таврăннă. Сергей Потаповичпа Перасковья Лукинична 8 ача çуратса ура çине тăратнă. Халĕ вăрçă ветеранĕ Мария ятлă хĕрĕпе пурăнать. Унăн 9 мăнук тата 15 кĕçĕн мăнук. С.Потапов чылай çул çарти юлташĕсемпе çыхăну тытнă. Вĕсен çырăвĕсене, пĕрле ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксене типтерлĕ упрать. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Волгоградра тĕл пулнă. Вĕсен речĕ сахалланса пырать. Степан Потапович вара вĕсене хăйĕн асĕнче чĕри тапма чарăничченех упрĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика