АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта - çурхи ĕçсем

07 мая 2014 г.

Район администрацийĕнче пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен черетлĕ анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Егоров районта çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн кăçал çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 11101 гектар акмалла, çĕр улми 259 гектар, пахча çимĕç 13 гектар лартмалла, выльăх апачлĕх культурăсем 1867 гектар йышăнмалла. Вăрлăх 2399 тонна хывнă, 91 процентне кондицине çитернĕ. Элит вăрлăх пĕтĕм виçен 5 проценчĕ чухлĕ. Кăçал çак паха сорта "АСК-Канаш", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, А.Владимиров, Ю.Захаров хресчен (фермер) хуçалăхĕсем туяннă. Района минераллă удобренисем 951,8 тонна (планăн 50,3 проценчĕ) кÿрсе килнĕ. Оперативлă даннăйсем тăрăх майăн 5-мĕш тĕлне "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕнче, "АСК-Канаш", "Исток", "Весна", "Агробизнес", "Победит", "Сормовский", "Аталану" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, "Цивиль" колхозра, 16 хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтернĕ. "Пинер", "Канаш", "Ямашевский" хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем майĕпен пыраççĕ. Районта çĕр улми тата пахча çимĕç лартма тытăннă. Ку ĕçе О.Шпаков хресчен (фермер) хуçалăхĕ лайăх пуçăннине палăртса хăвармалла. Пĕр çул ÿсекен курăксем акасси малалла пырать. Районта тĕш тырă 31 пин, çĕр улми 50,5 пин тонна туса илме задача лартнă. Гектарăн вăтам тухăçĕ - 25 тата 200 центнер. Пахча çимĕçе 6,4 тонна туса илме палăртнă. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнине хатĕрленсе ирттерес ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Г.Петров тухса калаçрĕ. Хальхи вăхăтра районта вăрçа хутшăннисем 38-ăн, тыл ĕçченĕсем 906-ăн, салтак арăмĕсем 175-ĕн пурăнаççĕ. Ялсенче палăксене тирпее кĕртнĕ. Пур çĕрте те уяв мероприятийĕсем иртĕç, ветерансене чыслĕç. Хула тата район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов вăрçă ветеранĕсене пăхса тăма вĕсен çумне шкул ачисене çирĕплетме сĕнчĕ. Çак ĕçшĕн вĕсене Центр тÿлесе тăрĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова "Ыркăмăллăх эрни" акци мĕнле иртнине пĕтĕмлетрĕ. Акци вăхăтĕнче ватăсене пулăшнă, библиотекăсенче 467 кĕнеке юсанă, чухăн çемьесене тумтир парса пулăшнă тата ытти ырă ĕçсем тунă. Ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ А.Егоров кăçал шыва кĕмелли тапхăрта çынсене юхан шывсенче, пĕвесемпе кÿлĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мерăсем çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе нормативпа право акчĕсем тата "Шыв хĕррисенче хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ" ирттерме йышăннă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мероприятисен планне хатĕрлеме хушнă. Шыв хĕррисенче массăллăн канакан вырăнсенче ял тăрăхĕсен активĕн вăйĕпе лару-тăрăва тĕрĕслесе тăма дежурство йĕркелемелле, яваплă çын уйăрса лартмалла. Кăçал районта 13 шыв пусăм башнине, 17 шыв сетьне регистрацилемелле. Çак ĕçе вăраха тăсмалла марри çинчен район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн секторĕн заведующийĕ В.Чернов аса илтерчĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ. Район администрацийĕн обществăлла инфратытăм пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Базунова ялсене тирпей-илем кÿрес уйăхлăх мĕнле пыни çинчен фотоÿкерчĕксемпе çирĕплетсе каласа пачĕ. Унăн сăмахĕсене пĕтĕмлетсе кĕскен çапла каламалла: çырмасене, вăрман тăрăхĕсене, çул хĕррисене çÿп-çапран тасатмалла, çулсене юсассине хăвăртлатмалла. Районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕн С.Иванован сăмахĕ çуллахи каникулта ачасен канăвне йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси, ĕçпе тивĕçтересси çинчен пулчĕ. Вăл шкулсенче пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене тытассине йĕркелесси пирки те сăмах хускатрĕ. Шăхасан, Янкăлч тата Уçырма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Руссков, А.Кротов тата В.Иванов пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе мĕнле лару-тăру пулни тата вут-кăвартан хÿтĕленессине вăйлатас енĕпе мĕнле ĕçсем туни, малашне тумалли ĕçсем çинчен каласа пачĕç. Анлă ларăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл паянхи çивĕч ыйтусем çур акине кĕске вăхăтра пахалăхлă вĕçлесси, Çĕнтерÿ уявне кирлĕ пек шайра ирттересси, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ял тăрăхĕсенче мотопомпăсем туянасси, ялсенче тасалăхпа тирпейлĕх туса хурасси пулса тăни çинчен пĕлтерчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика