30 апреля 2014 г.
Кăçалхи январь - март уйăхĕсенче район территорийĕнче 57 преступлени шута илнĕ, çав шутран 4-шĕ уйрăмах йывăр, 12-шĕ йывăр преступленисем. Çавăн пекех çын вĕлернĕ 2 факт тата çыннăн сывлăхне юри сиен кÿрсе ăна вилĕм патне илсе çитернĕ пĕр тĕслĕх пулнă. Çÿлерех асăннă уйрăмах йывăр преступленисене çынсем ÿсĕрле тунă. Рецидивла преступность шайĕ (50,9 проц., республикăра - 36,1 проц.) тата ÿсĕрле тунă престуленисен шайĕ (63,2 проц., республикăра - 31,4 проц.) уйрăмах пысăк пулни пăшăрхантарать. Кунашкал йĕркесĕрлĕх ытларах чухне çемьере пулса иртет. Мăшăрсем пĕрле ĕçеççĕ, сăмах çине сăмах - вăрçăнса каяççĕ, ĕç-пуç пĕр-пĕрне сусăрлатнипе е вĕлернипе те вĕçленет. Чăваш Республикин Саккунĕн 19-мĕш статйипе килĕшÿллĕн килте шăв-шав çĕклеме юратакан 41 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă. Çакăн пек преступленисене профилактикăлас тĕллевпе апрелĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен районта "Çемье тата йăла", апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен "Çул çитмен çамрăк" оперативлă профилактика эрнисем иртрĕç. Профилактика ĕçĕсене район администрацийĕн специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хастар хутшăннине палăртмалла. Операци вăхăтĕнче йĕркесĕр пурăнакан çемьесене, профилактика учечĕнче тăракан çул çитмен çамрăксене вырăна тухса тĕрĕсленĕ. "Çемье тата йăла" мероприяти пынă тапхăрта районти шалти ĕçсен пайĕн участокри уполномоченнăйĕпе, полици капитанĕпе Виталий Васильевпа тата Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Светлана Ивановăпа ку тăрăхри йĕркесĕр икĕ çемьере, условно майпа айăпланнă тата тĕрмерен вăхăт çитичченех условно майпа ирĕке тухнă çынсем пурăнакан икĕ çемьере пулса вĕсенчи пурнăç условийĕсемпе паллашрăмăр. Çеçпĕл ял тăрăхне тăватă ял кĕрет. Ĕçкĕпе туслашса йĕркесĕрлĕх ытамне "кĕрсе ÿкнĕ" çемьесем, телее, нумаях мар, пиллĕк. Районти шалти ĕçсен пайĕнче пĕр çемье учетра тăрать. "Çемьесене пурне те питĕ лайăх, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, типтерлĕ пурăннине курас килет. Анчах урăхлараххисем пурпĕрех тупăнаççĕ çав. Вĕсемпе куçа-куçăн та калаçса пăхатпăр", - тет пăшăрханса Светлана Леонидовна. Çамрăк çемьесем те ĕçкĕпе туслă пулни уйрăмах пăшăрхантаракан ыйту. Ача мĕн пĕчĕкрен ашшĕ амăшĕн киревсĕр хăтланкаларăшĕсене курса ÿсет-çке. Çав ĕçке пулах ашшĕпе ывăлĕ, пĕр тăвансем хушшинче тавлашу, харкашу сиксе тухать. Çемьере харкашса суд сакки çине лекнĕ çынсем патĕнче те пултăмăр. Килĕ-çурчĕ хăтлă, илемлĕ хăйсен. Мĕн кирли пурте пур, шăкăл-шăкăл çеç пурăнмалла пек. Анчах вăрçăнмалли сăлтавĕ тупăнсах тăрать çав. Пĕр çемьере акă хаяр шĕвек ăс-тăна пăтратса янă, тавлашу сиксе тухнă, ашшĕ ывăлне çĕçĕпе чикнĕ. Юрать-ха çамрăк арçын шурă халатлисем пулăшнипе чĕрĕ юлнă. Тепĕр çемьере вара пиччĕшĕпе шăллĕ килĕшÿ тупайман. Пĕри теприне вилмеллех амантнă. Айăплăскере тĕрмене хупнă, вăл вара хăйне лайăх енчен кăтартнăран срок çитиччен условно йĕркепе ирĕке тухнă. Халĕ çамрăк арçыннăн саккуна хирĕçле ĕç тăвассинчен асăрханмаллах, унсăрăн каллех "çакланма" пулать. Арçын арçынла те-йĕпĕр. Пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем пепкисене мар, эрехе ытларах юратнине мĕнле ăнланмалла-ши. Ĕçкĕллĕ икĕ çемьере пултăмăр. Пÿртре мĕнле лару-тăру пулма пултарни урамран пăхсанах курăнать. Кил-çурта типтерлеме хуçисен, хăйсем ниçта та ĕçлемеççĕ пулин те, вăхăт çук. Хапха умне çитсен арçын мĕнле пулни, алкумне кĕрсен хĕрарăм мĕнле пулни курăнать тенĕ ваттисем. Эпир кĕнĕ çемьесенче упăшкипе арăмĕ пĕрешкелех. Иккĕшĕ те çамрăк, апла пулин те урлă выртанне тăрăх çавăрса пăрахманни куç кĕрет. Пÿртре çулталăкран иртнĕ пĕчĕк ача пур пулин те сывлама çук пирус шăрши... "Ку çемьере тăтăш пулатпăр, мĕнпе пулăшма май пуррине ыйтатпăр, ырă сунса калаçатпăр, анчах нимĕнле улшăну та çук", - тет полицин участокри уполномоченнăйĕ Виталий Васильев. Ара кахал е ĕçкĕç çынсене ял пуçлăхĕ е полици сотрудникĕ тăна кĕртсе пĕтереймест ĕнтĕ. Çыннăн психологийĕ çавнашкал пулсан мĕн тăвăн. Вăл пĕр кун е çул хушшинче çирĕпленмест вĕт, ачаран вăй илсе пырать. Пурнăç нихăçан та çăмăл пулман тăр. Унăн условийĕсем кăна ылмашăнса пыраççĕ. Пурнăçа кашни çын хăйне евĕр йĕркелет. Ырри, лайăххи ытларах пулсан, паллах, пурăнма та çăмăлрах.
И.ВЛАДИМИРОВА.