30 апреля 2014 г.

Канаш райповĕн ячĕ-сумĕ Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче çеç мар, Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕнче те ÿссех пырать. Районти суту-илÿ лавккисенче тăрăшса ĕçлекен ĕçченсене уйрăмах ырă сăмахсемпе асăнас килет. Вĕсенчен пĕри - Вăтапуç ялăнчи лавкка пуçлăхĕ Валентина Петровна Васильева. Вăл 2014 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйĕн юбилейне анлăн паллă турĕ. Валентина Петровна Çатăрка Çырми ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтапуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан ултă уйăх Канаш райповĕн вĕрентÿ лавккинче сутуçă ĕçне хăнăхнă. Ун хыççăн ăна Вăтапуç ялĕнчи лавккара ĕçлеме шаннă. Çав çултанпа вăтăр çул ытла, пĕр улшăнмасăр Валентина Петровна çак юратнă ĕçре ÿсĕмлĕ тăрăшать, халăхпа ялан тарават, ырă кăмăлĕпе палăрса тăрать. Ĕçри хастарлăхшăн ăна "За доблестный труд в потребительской кооперации России", "25 лет безупречной работы в потребительской кооперации" паллăсемпе, Чăвашпотребсоюз, Канашри райпон Хисеп грамотисемпе, вĕсен хаклă парнийĕсемпе хакланă. Вячеслав Николаевичпа Валентина Петровна Васильевсен çемйинче (вĕсем 1988 çулта çемье çавăрнă) виçĕ ывăл: Алексей - Шупашкарти пĕр банк ĕçченĕ, Владимир - чукун çул хуçалăхĕнче тăрăшать, Николай - Вăтапуçĕнчи вăтам шкулти 7-мĕш класра ăс пухать. Вячеслав Николаевич 24 çула яхăн 5-мĕш ПЧЛУ участок пуçлăхĕнче вăй хунă, чукун çул хĕррипе йывăç тĕмĕсемпе чечексем лартса ÿстерес ĕçре тăрăшнă, халĕ çав хуçалăхри юсав ĕçĕсемпе çыхăннă ĕçсене йĕркелесе пырать. Валентина Петровна сутуçă уйăхсерен 400 пине яхăн тĕрлĕрен тавар сутать. Çуллахи вăхăтра тавар çаврăнăшне икĕ хут ÿстерме тăрăшать. Пĕлтĕр вăл 4 миллион тенке яхăн тавар сутнă. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче лавкка юсавра пулни те çынсене чăрмантарман. Юсав ĕçĕсене те хăй вăйĕпех пурнăçланă. Эпир Валентина Петровнăна тулли телей, малашне те тавар туянакансен ыйтăвĕсене çакăн пек ырă кăмăлпа пурнăçласа пыма ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ю. НИКИТИН, обществăлла корреспондент.