30 апреля 2014 г.
Общество ĕçне çулĕсене кура мар хастар хутшăнать Геннадий Степанович. Паянхи кун Шаккăл ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пырать. Хăй пурăнакан вырăнти, район ĕçĕ-хĕлĕпе куллен интересленет. Апрелĕн 30-мĕшĕнче Геннадий Степанович Белов 81 çул тултарать. Вăл Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ. 1952-1955 çулсенче Совет Çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Çар служби хыççăн тăван ене таврăннă, сакăр çул Канашра шоферта вăй хунă. 1968 çултан пуçласа 1998 çулччен вара колхозра ĕçленĕ: сĕт-çу фермин заведующийĕ те, колхоз бригадирĕ те, автомеханик та, хăрушсăрлăх техники енĕпе ĕçлекен инженер та, хуçалăх парткомĕн секретарĕ те пулнă. Хăйне шанса панă ĕçе Геннадий Степанович яланах тÿрĕ чунпа, тĕплĕн пурнăçланă. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Г.Белова 1973 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Вăл ял Совечĕн депутачĕ те пулнă. 1980 çулта ăна Чăваш АССРĕн Аслă сучĕн халăх заседательне суйланă. "Коммунизмла ĕç ударникĕ, ĕç ветеранĕ, парти ветеранĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 55 çул тултарни", "В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитни" юбилей медалĕсене типтерлĕн упрать. Ĕçри пысăк кăтартусемшĕн Г.Беловăн ятне районти Хисеп хăми çине темиçе те кĕртнĕ. Хисеплĕ ветерана районти АПК ветеранĕсен Канашĕ çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлать. Çирĕп сывлăхлă, пысăк хавхалануллă пулма, телей, канлĕ ватлăх сунать.
В.ДОЛГОВ.