25 апреля 2014 г.
Ака уйăхĕн 3-7-мĕшĕсенче Калуга облаçĕнче хурт-хăмăр ăстисен Халăхсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унта утарçăсем отрасльти йывăрлăхсене тата вĕсене çĕнтерсе пымалли мелсене пăхса тухнă. Канашлăва пуçтарăннă ученăйсемпе практиксем çавăн пекех "Этномирти хурт-хăмăр тĕнчи" куравпа та паллашма пултарнă. Вĕсем Италирен, Украинăран, Иорданирен, Казахстанран, Израильтен тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ. Çак хурт-хăмăрçăсен конференцине Чăваш Республикинчен эпир тăватă çын хутшăнтăмăр. Нумай ăсчах вĕлле хурчĕсем çинчен вĕрентсе каланине итлерĕмĕр. Итали çĕршывĕнчен килнĕ утарçă-ăсчах хальхи вăхăтра çĕнĕлле пыл илес енĕпе мĕнле ĕçлемеллине уйрăмах лайăх ăнлантарса пачĕ. Италири хурт-хăмăр ăстисем юлашки 10 çул хушшинче пысăк утăмсем туни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Польшăри Кэнты хулинче вырнаçнă "Лысонь" предприяти хăйсем туса кăларакан хурт-хăмăр хатĕрĕсемпе: пыл уçламаллисемпе, карас шăратмаллисемпе... паллаштарчĕ. Казахстанран килнисем хăйсен патĕнче вĕлле хурчĕсене ĕрчетес текенсене пысăк çăмăллăхсем парса пулăшнине пĕлтерчĕç. Çавна пула çамрăк утарçăсем пысăк утăмсем тăваççĕ иккен. Вĕлле хурчĕ ĕрчетес шухăшлисене патшалăх процентсăр кредит парса хавхалантарать, утарсем йĕркелеме вырăнсем уйăрса пама пулăшать. Ку хурт-хăмăр ĕçне çĕнĕрен пуçласа яракан утарçăсене пысăк пулăшу кÿрет паллах. Казахстанра вĕлле хурчĕсене аталанма пыл паракан курăксене ятарласа акса парасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕр гектартан нумай пыл паракан культурăсене уйрăмах акса хăварма тăрăшаççĕ. Украина çĕршывĕнче юлашки çулсенче вĕлле хурчĕсене варроатозран тата акарапидозран çĕнĕ меслетпе сиплеме тытăннă, çак тĕллевпе "Варроджет" препаратпа усă кураççĕ. Ку пирĕншĕн питĕ усăллă япала, мĕншĕн тесен акарапидоз чирĕ çывхарнăçемĕн çывхарать, унпа кĕрешме пирĕн хатĕр пулмалла. Тата тепĕр çĕнĕ япала вăл "Бэненджет". Çав баллон вĕллене ют хуртсем тапăнсан çăлса хăварма май парать. Е пыла çавăрса илсен рамăсене типĕтме панă хыççăн çав шĕвекпе сирпĕтсен вĕлле хурчĕсем хăйсемех аялти йăвана анса каяççĕ. Çакă утарçăсемшĕн питĕ пысăк пулăшу, ĕç хăвăртлăхĕ икĕ хут ÿсме пултарать. Вĕлле хурчĕ сăхнă вырăна çав препаратпа сирпĕтсен вĕсем урăх сăхмаççĕ, пăхнă вăхăтра "çунатлă ĕçченсем" "урса" кайсан çак шĕвекпе вĕсене çăмăллăнах лăплантарма пулать. Ку çĕнĕлĕхсене çулла утарта иртекен семинар-канашлура кăтартса, ăнлантарса пама палăртнă. Пирĕн, Чăваш Республикинче пурăнакан утарçăсен, çак çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмеллех, мĕншĕн тесен хурт-хăмăр енĕпе вăйлă аталаннă çĕршывсенчен вĕренсе пырсан çеç саманапа пĕр тан утма пултарăпăр. Эпир, хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен специалистсем, хамăр енчен сире - "çунатлă туссене" усракансене - пулăшса пыма яланах хатĕр.
Н.ПИРОЖКОВ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.