25 апреля 2014 г.
Ку хыпара МИХсем салатиччен темиçе кун маларах кăна мана Йĕпреçре пурăнакан Николай Николаевич Николаев телефонпа шăнкăравласа Чăваш халăх писателĕн Николай Терентьевăн сывлăхĕ пирки кăсăкланнине пĕлтерчĕ. Шел, эпĕ ăна юравлă хурав параймарăм, мĕншĕн тесен Кăшнаруйра тĕпленнĕ çыравçăпа юлашки вăхăтра çак йĕркесен авторĕ хушшинче нимĕнле çыхăну та пулман. Анат Сурăм ялĕнче çуралса ÿснĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Йĕпреç вăрман комбинатĕнче инженерта ĕçленĕ ветеран пулас драматургпа пĕрле Кăшнаруй шкулĕнче вĕреннĕ-мĕн. Иртнĕ эрне кун, ĕçрен таврăнсан, Чăваш телекуравне ятăм кăна, вăл илсе çитернĕ хыпар вара чĕрене ыраттармаллипех ыраттарса ячĕ, "Николай Терентьев пурнăçран уйрăлса кайнă-мĕн". Хăйĕн 89-мĕш çуралнă кунне паллă тума хатĕрленетчĕ вăл. Менельникне 6 кун пурăнса çитеймерĕ... Хурлăхлă хыпара илтнĕ-илтменех Николай Николаевич патне шăнкăравларăм. "Шупашкар пĕлтерчĕ, - терĕ вăл шала кайнă сасăпа. - Пенза облаçĕнче пурăнакан çывăх тăванăмсене кун пирки çийĕнчех хыпар çитертĕм..." Çапла, вăхăт пирĕнпе ытла та шелсĕррĕн хăтланать. Нимĕнле хĕрхенÿ туйăмĕ те çук унăн. Акă, нумай пулмасть кăна-ха чăваш журналистикинче çутă та тарăн йĕр хăварнă Александр Николаев-Аслута юлашки çула ăсатса ятăмăр-иç! Халĕ тепĕр пысăк çухату: чăваш драматургийĕн уйĕнче ылтăн тĕшĕллĕ вăрлăх акса куракансен чун-чĕрисене хĕвел шевлипе ялтăраса çиçекен асамлă пайăркасем парнеленĕ, çăл куç пек иксĕлми пултарулăхпа палăрнă çыравçă тек пирĕн хушша нихăçан та тăраймĕ. Анчах эпир ăна кирек хăçан та хамăр йышрах курса тăрăпăр, хамăрăн шухăш-ĕмĕтсене, пархатарлă тĕллевсене унăн еткерлĕхĕн тараси çине хурса виçĕпĕр, малашлăх вĕçевне малалла тăсма унран пил-халал илĕпĕр... Николай Терентьев "пурнăç" панă ырă сăнарсем, çĕршывра темĕнле строй хуçаланас пулсассăн та, пуласлăх еннелле мăнаçлăн талпăнса утакан çынсене вăй-хал, шанчăк, ĕмĕт, юрату парса, хавхалантарса пырасси пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Миçе хутчен пăхма тÿр килмен-ши вăл çырнă пьесăсем тăрăх лартнă спектакльсене! "Çĕрпе хĕр", "Çăлтăрсем сÿнмеççĕ", "Хумсем çырана çапаççĕ", "Куккук çаплах авăтать", "Сансăр пурнăç çук"... - çак ĕçсем пĕтĕмпех чăваш литературин ылтăн çÿпçине кĕме тивĕçлĕ хайлавсем. Эпĕ вĕсене профессионал артистсем лартнине те, ялсенчи драма ушкăнĕсем вылянине те пĕрре мар курнă, кашнинчех драматург пурнăç чăнлăхĕпе тĕрĕслĕхне чи малти вырăна хуни, ултавпа суя вăхăтлăха кăна пирĕн хушăра "йăва çавăрни" яр-уççăн сисĕнсе тăратчĕ. Пĕр ÿстермесĕрех çапла калама пулать: паянхи куна илсен Раççейри наци драматургийĕнче Николай Терентьевпа танлашаканни çук! Чăн та, юлашки вăхăтра, çакă вăл Шупашкартан тăван ялне пурăнма куçса кайсан уйрăмах лайăх сисĕнчĕ, Николай Терентьев театрсем валли çĕнĕ пьесăсем çырмарĕ, çавна Чăваш халăх писателĕ хăй хыççăн килекен тата шанăç паракан çамрăк авторсене халалласа панипе сăлтавларĕ. Çак йĕркесен авторĕ Николай Терентьевпа пĕрле чăваш çыравçисен тĕрлĕ тĕл пулăвне хутшăнма шăпа тухнăшăн хăйне çĕр çинчи телейлĕ çынсен çемйине кĕртет. Вăл Çемен Элкер çуралнăранпа 105 çул çитнине Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинче ирттернĕ поэзи уявĕнче хĕрÿллĕ сăмах калани те, ун хыççăн район центрĕнчи тĕп вулавăшра вулавçăсен конференцийĕнче чăваш литературин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тарăн шухăшлă доклад туса панине те, кайран "Çĕнтерÿшĕн" хаçат редакцийĕ çумĕнчи литпĕрлешÿ членĕсен хайлавĕсене тĕплĕн тишкерни те мĕн халĕчченех асра. "Эпĕ хама сăпка сиктерсе ÿстернĕ тăрăхсăр самант та пурăнаймастăп, - тенĕччĕ вăл пĕр тĕл пулура. - Ватлăх çитнине туйма тытăннă хыççăнах Кăшнаруйне тухса вĕçтерĕп. Пĕччен мар, пурнăç çулĕ тăрăх алла-аллăн тытăнса утма суйласа илнĕ савнă мăшăрăмпа..." Мĕн тетĕр; Сăмахне тытрĕ Халăх писателĕ. Терентьевсен тĕтĕм кăларма пăрахнă кил-çуртне чĕ-рĕлĕхпе çĕнĕлĕх пачĕ, тĕрĕллĕ-эрешлĕ чÿречесен хашакĕсем çинче пĕчĕк ача пек виçесĕр хĕпĕртенĕ хĕвел шевли чăваш ташшине çăмăллăн çаптарма тытăнчĕ. Çапла вара, Николай Терентьев Шупашкарăн асфальт-гудрон шăршипе тулнă сывлăшĕпе антăхма пуçланĕ ĕçтешĕ-çыравçăсене хăйĕнчен тĕслĕх илме чĕнсе калани вырăнне пулчĕ ку утăм. Драматург ĕмĕрлĕхех хăйĕн ĕçтешĕсен ытамĕнче канлĕх тупрĕ, вăл ÿлĕмрен сăваплă кĕтесре ÿссе çĕкленнĕ чăлт шурă ураллă хурăнсен вĕçĕмсĕр кĕввине лăпкăн тăнласа выртĕ, чăваш театрĕсен репертуарĕсене хăйсен япалисемпе пуянлатса пыракан çамрăк авторсем, Çеçпĕл пил-халалне асра тытса, унăн вил тăпри çине килсех çÿрĕç... Ырă та çутă тĕлĕксем курса çывăрмалла пултăр, мухтавлă ентешĕмĕр! Эсĕ чĕртнĕ çăлтăр çути нихăçан та ан тĕксĕмлентĕр. Çурхи чĕрĕлĕве-çĕнетĕве мухтаса авăтакан куккук сасси таврана юхсах тăтăр...