25 апреля 2014 г.
Кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем экзаменсене пĕрлехи патшалăх экзаменĕн формачĕпе тытаççĕ. Çав шутра акăлчан чĕлхипе те. Экзаменăн тĕллевĕ - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухакансем чĕлхе пĕлĕвĕ енчен мĕнле хатĕрленнине патшалăх аттестацийĕ ирттерсе тĕрĕслесси. Ют чĕлхесем тĕлĕшĕнчен кăçал нимĕнле улшăнусем те çук. Акăлчан чĕлхипе ирттерекен экзамен ĕçĕ çыру пайĕнчен - аудировани, вулав, çыру чĕлхи, çавăн пекех выпускникăн лексикăпа грамматика хăнăхăвĕсене тĕрĕслессинчен тăрать. 2015 çулта экзамента выпускниксен тепĕр хушма ĕç тумалла пулать: ют чĕлхе сăмахĕсене тĕрĕс калама пĕлнине тĕрĕслесси. Ачасем экзамен вăхăтĕнче хăйсен пĕлĕвне кăна шанмалла. Ăна вара куллен тăрăшса вĕренсен, ытти çулсенчи экзамен ĕçĕсене тăтăш пурнăçласан илме пулать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенчен вĕренсе тухакан 7 ача акăлчан чĕлхипе экзамен тытрĕç, кăтартусем япăхах пулмарĕç. Хăйсем ют чĕлхесене мĕнле пĕлнине тĕрĕслесе пăхас текенсем кăçал та пур. Вĕсене ăнăçу сунатпăр!
Н.ИЛЬИНА, ют чĕлхене вĕрентекенсен районти методика пайĕн ертÿçи.