АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки вăй илет

25 апреля 2014 г.

Районта çурхи уй-хир ĕçĕсем вăй илсе пыраççĕ. Апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне 20 ял хуçалăх организацийĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕ акана тухнă. Çурхи культурăсем 11 пин гектара яхăн акма палăртнă, çак ĕçе 260 гектар çинче тунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çур аки мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн специалисчĕсемпе икĕ хуçалăха çитсе курчĕ. "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн акмалли лаптăксем 1150 гектар, вĕсем Хучел, Ухман тата Шаккăл ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă. Вĕсенчен пĕринче С.Алексеев механизатор урпа акать. Е.Николаев машинăпа хире вăрлăх турттарать. Пĕрлĕх ертÿçи В.Александров пĕлтернĕ тăрăх, кадрсен енĕпе йывăрлăхсем çук. Хуçалăхра 5 механизатор вăй хурать. Акакан лаптăк 1050 гектар: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 680 гектар, вĕсенчен кĕрхисем - 130, çурхисем 550 гектар. Кăçал пĕр çул ÿсекен курăксем 170, нумай çул ÿсекеннисем 120 гектар акса хăварма планланă. Хуçалăхра чи ватă трактор - 2010 çулта туса кăларни. Техника çĕнелсех пырать. Кăçал кăна-ха 900 пин тенкĕ парса икĕ культиваторлă пулнă. Пĕлтĕр 2 миллион та 300 тенкĕлĕх 2 трактор тата пресс туяннă. Çав кунах И.Лукиянов тата И.Протасов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулнă. Вĕсенче те ака ĕçĕсене лайăх йĕркеленĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика