АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Китайран делегаци килнĕ

25 апреля 2014 г.

Юн кун пирĕн районта Китай делегацийĕ пулнă. Вĕсем çак çĕршыври Аньхой провинцийĕнчи компанисен представителĕсем: вун улттăн. Хăнасемпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров тата Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствин пĕрремĕш разрядлă специалисчĕ А.Семенов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çÿренĕ. Делегаци пушă ларакан сыр комбинатĕнче тата ял хуçалăх пасарĕнче пулнă. Унăн членĕсем пасарти апат-çимĕç продукцийĕсемпе, уйрăмах аш-какайпа, вĕсен хакĕсемпе интересленнĕ. Малалли çулĕ вĕсен Çĕмĕрле хулине выртнă. Унта вĕсем тырă йышăнакан предприятире пулнă. Шупашкарта "Агрокомплекс" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тулăран продукци туса кăлармалли проектне пурнăçа кĕртмелли пурлăх комплексĕпе, "Фитопродукт" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тата "Агро-Инновация" унитарлă хысна предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Çул çÿревĕн тĕллевĕ - Чăваш Енпе Аньхой провинцийĕ хушшинче ĕçлĕ çыхăну тытма пуçласси.

А.ВИКТОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика