23 апреля 2014 г.
РФ ШĔМĕн районти пайĕ автомашина салонĕнчи пурлăха çаратнă тата автотранспорта вăрласа кайнă тĕслĕхсем ÿсни çинчен пĕлтерет. Çакăн пек лару-тăру ытларах чухне çулсем çук чухне машинăна кил-çуртран чылай аякра лартса хăварнипе, сигнализаци хатĕрĕ пулманнипе сиксе тухать. Водительсем хушшинче автомашина алăкĕсене питĕрмесĕр хăваракансем те пур. Усал шухăшлисем салона кантăк ватса е пи-тĕркĕче çĕмĕрсе кĕреççĕ. Алă айне мĕн лекнĕ çавна: кĕсье телефонĕ, автомагнитола, саппас пайĕсем... йăтса тухса каяççĕ. Бензин юхтарса илекенсем те пур. Уголовлă шырав асăрхаттарать: - машинăна вăхăтлăха çеç тимлĕхсĕр хăваратăр пулин те алăкĕсене питĕрме е сигнализаци çине лартма ан манăр* - ключа машинăра пăрахса ан хăварăр* - машинăран аякка пăрăниччен кантăксене хупнине тата алăксене питĕрнине тепĕр хутчен тĕрĕслĕр* - çĕрле автомашинăна картишне е гаража кĕртсе лартăр, сигнализаци пирки те ан манăр* - чылай вăхăта тухса кайиччен тăвансене гаража пăхса тĕрĕслесе тăма ыйтса калăр* - палламан çынсене машина уççине ан тыттарăр, çухатас пулсан çăра "личинкисене" çийĕнчех улăштарăр* - салонра хаклă япаласене тата документсене пăрахса ан хăварăр* - бензобак пăккине питĕрмелле тăвăр* - енчен те палламан çын салонра хăйне кирлĕ пек тытманнине асăрхасан çынлă вырăнта чарса машинăран тухма ыйтăр* - енчен те машинăра тапăнчĕç пулсан салонран тухса тарма тăрăшăр (уççине пĕрле илсе), пулăшу ыйтса кăшкăрăр. Çак йывăр мар канашсене пăхăнса пырсан машина вăрă-хурахсене хăй патне илĕртмĕ. Анчах та сигнализаци вырнаçтарнине тата автомашинăна гаража лартса упранине нимĕн те çитмĕ.
РФ ШĔМĕн районти уголовлă шырав пайĕ.