АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмансене вут-кăвартан сыхлар

23 апреля 2014 г.

Канаш лесничествин вăрманĕсем 38675 гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен 20534 гектарĕ Канаш районĕнче кашлаççĕ, 2070 гектарĕ - унчченхи ял хуçалăх шайĕнчи лаптăксем, лăсăллă культурăсем 1600 гектар йышăнаççĕ, çак йывăçсене Шăхасан, Ачча, Вăрманял тата Ăнтавăш ялĕсем çумĕнче лартса ÿстернĕ. Лăсăллă вăрмансем çырма çумĕпе, юхан шывсем тата асфальтлă çулсем хĕррипе ÿсеççĕ. Çавăнпа та вĕсене çынсем час-часах кĕрсе çÿреççĕ. Канакансем пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманран çав вăрмансене пушар хăрушлăхĕн 1-мĕш класне çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра вăрмансем канмалли тата уяв кунĕсенче ытларах çунаççĕ, çакă çынсем çут çанталăкра кăвайт хурса каннипе (шашлăк пĕçерме кăмăллаççĕ), хăйсем хыççăн вĕсене сÿнтерсе хăварманнипе çы-хăннă. Районта пăрахăçа тухнă дача участокĕсем чылай, вĕсем вăрмансен хĕррисене çитиех тăсăлаççĕ. Хуçисем лаптăкĕсене çÿп-çапран тата кивĕ курăкран тасатас тĕллевпе çунтараççĕ. Пĕрисем вут-кăвара сыхласа тăраççĕ пулсан, теприсем тивертсе яраççĕ те çулăма "ирĕке" яраççĕ. Унта вара инкек сиксе тухасси те инçе мар. Вăрманта е ун çумĕнче сÿнтермесĕр ывăтса хăварнă шăрпăк е пирус тĕпĕ нимĕн те мар пек, анчах та пушар алхасса тухсан инкеке пĕччен çĕнтереймĕн те. Кану лăпкă ирттĕр тесен кăвайт вырăнне тĕрĕс суйласа илĕр, çунаканскерне тимлĕхсĕр пăрахса ан хăварăр, каннă хыççăн сÿнтерме ан манăр. Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнсан вăрмансем вут-кăварпа сиенленмĕç.

И.ФЕДОРОВ, вăрмансене çĕнетес енĕпе ĕçлекен инженер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика