23 апреля 2014 г.
Чăваш çĕрĕ талантлă çынсемпе пуян. Хăй çуралса ÿснĕ тăван тăрăха асра тытакан, тăван ен историне пулас ăрусемшĕн сыхласа хăварассишĕн тăрăшакан çынсемпе. Районти тĕп библиотекăн тăван литература фондĕнче талантлă тавра пĕлÿçĕн Николай Бабановăн кĕнекисем тирпейлĕн упранаççĕ. Николай Михайловича район тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Н.Бабанов, Тихон Сергеев профессор калашле, "тăван тăрăха чапа кăларать". Вăл Сиккасси ялĕ, Вăрăм шывĕ çинчи ялсенче пурăнакан мухтавлă çынсем çинчен çырать. Юлашки вăхăтра кун çути курнă кĕнекин ятне те Вăрăм шывĕпе çыхăнтарнă, "Урюм река" ятлă. Çак юхан шыв ку тăрăхра пурăнакансене темле асамлă вăй парса тăнăн туйăнать. Николай Михайлович тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник. Вăрăм юхан шывĕн илемне вăл хăйĕн картинисенче те лайăх уçса панă. Çав ÿкерчĕксем кĕнекере пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Н.Бабанов - РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Сиккасси ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Ăна "Ĕçре палăрнăшăн", "Пархатарлă ĕçшĕн", "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе наградăланă. Паллах, тата вăл тавра пĕлÿçĕ. Тавах ăна тăван çĕре юратнăшăн, унăн историне упраса пуянлатса пынăшăн. Пирĕн хамăрăн несĕлсене пĕлмелле. Кунта вара пире тавра пĕлÿçĕ художниксем пулăшаççĕ.
Л.ЕВГЕНЬЕВА, районти библиотекăн библиографĕ.