23 апреля 2014 г.
_Preview.jpg)
Культура çулталăкне халалласа Шăхаль ялĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Анастасия Ивановна Родионовапа тĕл пулу ирттерчĕç. Анастасия Ивановна 1935 çулта Çĕрпÿ районне кĕрекен Славаш ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере тăхăр ача ÿснĕ. 1943-53 çулсенче Настя Йĕкĕрварти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. 1954-56 çулсенче хĕрупраç Çĕрпÿри тата Етĕр-нери педагогика училищисенче учитель, аслă пионервожатăй пулма вĕренсе тухнă. Анчах та шкулсенче учительсем нумай пулнипе çамрăк специалистсене министерствăран ялсенчи культура çурчĕсене вырнаçтарма сĕннĕ. Анастасия Ивановнана Чурачăк районĕнчи Шăхаль ялне ĕçлеме кайма приказ çырса панă. - 1956 çулта сап-сарă кĕркунне, авăн уйăхĕнче, Шăхаль ялне ĕçлеме килнине паянхи кун пек астăватăп, - каласа парать А.Родионова. Чи малтан вăл "Гигант" колхоз правленийĕн çуртĕнчи вулавăш пÿлĕмĕнче ĕçлеме пуçланă. Концертсемпе спектакльсене хатĕрлеме улаха çÿренĕ, мĕншĕн тесен çамрăксем унта алă ĕçĕсем тума пуçтарăннă. Каярахпа Николай Абалымов хуçан клубне ялти çамрăксемпе юсаса хута янă. Унта тĕрлĕ уявсем тата шашка-шахмат, бильярд вăййисемпе ăмăртусем ирттернĕ. Анчах та çамрăксене ку çурт та тивĕçтерми пулнă. 1957-58 çулсенче Вăрман ял вăрманĕнче йывăç касса Аслă ял платникĕсем кĕске вăхăтрах клуб туса панă. Вăл çуртра кино та курма май пулнă. Ялти яш-кĕрĕм клуб тавралла карта тытса çаврăннă, пахчара тĕрлĕ чечек лартса ÿстернĕ. Чечек вăррисемпе Кăшнаруй шкулĕн биологи учителĕ Анастасия Ивановна Кириллова пулăшнă. Хальхи культура çуртне 1974-76 çулсенче хута янă. Унти строительство ĕçĕсене ялти пĕр çамрăк та хутшăнмасăр юлман. "Правда" колхоз председателĕ Николай Ефимович Ефимов тăрăшнипе Улаксарти кирпĕч заводĕнчен пĕр кунта 100 пин кирпĕч илсе тухма пултарнă. Ял халăхĕ кар тăрса ĕçленипе 1976 çулхи раштав уйăхĕнче клуба ĕçе кĕртнĕ. Мĕн чухлĕ концерт, спектакль тата конкурссем ирттермен пуль çак çуртра. Клубра хор йĕркелесе янă, ăна Александр Николаевич Егоров ертсе пынă. Ташăсене Николай Валерьевич Васильев вĕрентнĕ. Çулсерен Акатуй уявне хутшăнса малти вырăнсене йышăнса тĕрлĕ парне çĕнсе илнĕ. Ялти çамрăксем концертсем хатĕрлесе урамăн -урамăн тупăшнă. Анастасия Ивановнан ĕçне пысăка хурса хакланă, 1980 çулта вăл Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Анастасия Ивановна 1958 çулхи çĕртме уйăхĕнче ялти каччăпа Николай Родионович Родионовпа çемье çавăрнă. Вĕсем мăшăрĕпе 3 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте çемьеллĕ. Аслă ывăлĕ Олег Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, механик профессине алла илнĕ, вăталăххи - Фирс, Шупашкарта токарь пулма вĕреннĕ, кĕçĕнни - Эвелина Канашри медицина училищинчен медсестрана вĕренсе тухнă. Вĕсем пурте хăйсен профессийĕсемпе ĕçлеççĕ: Олег Украинăра ГРЭС станцинче, Фирс Шупашкарта промышленность тракторĕсен заводĕнче, Эвелина район больницин инфекци уйрăмĕнче аслă сестрара. Анастасия Ивановнапа Николай Родионовичăн 6 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнукĕ çитĕнеççĕ. А.Родионова, сăмах çăмхине сÿтнĕ май, хăйне тĕрлĕ ĕçсенче пулăшса пынăшăн ял халăхне тав сăмахĕ каларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Кăшнаруй ял тăрăхĕн муниципалитетăн "Культурăна аталантаракан тата библиотека пулăшăвĕ паракан центр" бюджет культура учрежденийĕн пуçлăхĕ Оксана Геннадьевна Козлова Анастасия Ивановнана Культура çулталăкĕпе тата нумаях пулмасть иртнĕ культура ĕçченĕсен професси уявĕ ячĕпе саламларĕ, Хисеп хучĕ тата Тав çырăвĕ пачĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне ялти хисеплĕ çынсем те тĕрлĕ парне парса тата ăшă сăмахсем каласа хавхалантарчĕç. Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен "Хĕлхем" фольклор ушкăнĕ, Шăхаль культура çурчĕ çумĕнчи "Çавал" фольклор ушкăнĕ, ачасен ташăпа юрă ăстисем, Кăшнаруй ялĕнчи "Тăванлăх" фольклор ушкăнĕ куракансене илемлĕ юрă-ташăпа, шÿтлĕ сценкăсемпе савăнтарчĕç. Концерт хыççăн Анастасия Ивановна сĕннипе (Шăхаль ялĕн авалхи йăли-йĕркине аса илсе тата вĕсене малалла аталантарас тĕлĕшпе) пурте "Аслă вăййа" хутшăнчĕç. Унта чăваш халăх юррисене, ташшисене, вăййисене, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Фойере Анастасия Родионован алă ĕçĕсен, унăн ĕçри çитĕнĕвĕсен тата "Клуб ĕçĕ ĕнер тата паян" куравсене йĕркеленĕ. Унта курма пынисем фотоальбомсемпе паллашрĕç. Уяв çавра сĕтел тавра вĕри чейпе сăйланнипе вĕçленчĕ.
В.ВАСИЛЬЕВА, Шăхальти культура çурчĕн методисчĕ.