23 апреля 2014 г.
Ăвăспÿрт Кипеч каччин А.Ивановăн ячĕ кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕсен протоколĕсенче тăтăшах çырăнать. Спортăн çак енĕпе вăл пĕчĕклех интересленнĕ. Канашри 10-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕреннĕ чухне Александрăн пултарулăхне "Локомотив" физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕ В.Понихидкин асăрханă. Вăл патвар хул-çурăмлă çамрăка кире пуканĕ йăтакансен секцине çÿреме чĕннĕ. Часах Владимир Александровичăн воспитанникĕ çитĕнÿсем тума тытăннă. Александр Калуга облаçĕнчи Обнинск хулинче кире спорчĕ енĕпе ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче хăйĕн виçе категорийĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Республикăри ăмăртусенче икĕ хутчен мала тухнă. Канашра арçынсен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă, районта унран вăйлăраххи пулман. А.Иванов иккĕмĕш çул Канашри финанспа экономика колледжĕнче "Банк ĕçĕ" специальноçе вĕренет. Пур енчен те хăйне лайăх енчен кăтартать. Вĕренÿре те малта пырать. Кĕнеке нумай вуласа тавракурăмне анлăлатать, пĕлĕвне ÿстерет. Студентсен "Форум" наукăпа тĕпчев обществин ĕçне хастар хутшăнать, наукăпа практика конференцийĕсенче тухса калаçать. Уçă кăмăллăскер, каланине тăваканскер пĕрле вĕренекенĕсемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупать, туслашать. Колледжăн тата вĕренÿ ушкăнĕн обществăлла пурнăçĕнче активлă. Класс сехечĕсем ирттерме презентацисем хатĕрлет. Вĕренÿри тата спортри курăмлă çитĕнÿсемшĕн Александр Иванов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ.
В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.