18 апреля 2014 г.
В.Ивановăн ачалăхĕпе яшлăхĕ Çĕнĕ Шелттем ялĕн ытамĕнче иртнĕ. Ашшĕ, Василий Иванович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин асаплă та çулăмлă çулĕсемпе утса тухнă, нумай çул райпо машинине çÿретнĕ. Амăшĕ, Анна Ивановна, тивĕçлĕ канăва колхозра ĕçлесе тухнă. Владимир пĕчĕк чухне тăтăшах чирленĕ. Спортпа туслашни ăна вĕсенчен хăтăлма пулăшнă. Ял ачисемпе пĕрле мечĕк, пăр çинче шайба хăваланă, вăрçăлла вылянă, йĕлтĕрпе, çуран чупнă тата ытти те. Шкулта вĕреннĕ чухне спортпа интересленесси вăйланса пынă, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿсем тунă. Çамрăк ачан пултарулăхне М.Игнатьев физрук асăрханă. Пушă вăхăтне вăл ытларах Володьăпа ирттернĕ. В.Иванов сакăр класс хыççăн пĕлĕвне Шупашкарти физика, математика тата шутлав техникин предмечĕсене тарăннăн вĕрентекен 2-мĕш номерлĕ вăтам шкул-интернатра ÿстернĕ. Физкультурăн аслă преподавателĕ А.Васильев ертсе пынипе йĕлтĕр спортне татах та хытăрах юратса пăрахнă. Чăваш АССР Çутĕç министерстви йĕлтĕрпе чупассипе йĕркеленĕ пĕр ăмăртуран та юлман. 1979 çулта çитĕннисен пĕрремĕш разрядлă нормативне тултарнă. 1979 çулта Шупашкарти промышленность тракторĕсем тăвакан завода слесарь-юсавçа вырнаçнă. Кунта вăл "Труд" физкультурăпа спорт обществин опытлă тренерĕпе В.Тимофеевпа паллашнă. Часах Владимир республикăра йĕлтĕрпе вăйлă чупакансен йышне кĕнĕ. Биатлон тренерĕ В.Федотов çамрăк йĕлтĕрçĕн тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне кура ăна спортăн çак тĕсĕпе хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ. Килĕшнĕ унпа Шелттем арĕ. Малтанхи ăмăртурах 15 километра чупса, тăватă хутчен пăшалтан персе чемпион пулса тăнă. Малтанхи çĕнтерÿ Владимира хавхалану кÿнĕ. Вăл Новосибирск, Первоуральск, Уфа, Ижевск хулисенче винтовкăран перекен йĕлтĕрçĕсен стартне тухнă. 1980 çулта 4х7,5 километрлă эстафетăра республика чемпионĕн ятне çĕнсе илсе биатлон енĕпе спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Çарта та В.Иванов ăсталăхне туптанă. "Динамо" физкультурăпа спорт обшествин тренерĕ А.Павлухин ăна хăй патне илнĕ. Пĕрле службăра тăракансемпе пĕрле чăваш каччи СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен хĕллехи спорт ăмăртăвĕсенче икĕ хутчен çĕнтерÿ картлашки çине улăхнă. Салтакран таврăнсан икĕ çул пир-авăр комбиначĕн çип арлакан фабрикинче, каярахпа Чăваш АССРĕн Пушар хуралĕн уйрăмĕн 13-мĕш чаçĕнче ĕçленĕ. 1984 çулта Владимир СССР Шалти ĕçсен министерствин Ивановăри пушарпа техника училищин курсанчĕ пулса тăнă. Çулталăкран Фурманово хулинче ирттернĕ çĕршыв чемпионатĕнче 15 километрлă дистанцире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ăна йĕлтĕр спорчĕн мастерĕн кандидачĕн ĕнентерÿ хутне панă. 1985 çулхи çулла Мускавра Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен тата студентсен фестивалĕ иртнĕ чухне В.Иванов ĕçтешĕсемпе пĕрле "Золотой колос" хăна çуртне пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерсе тăнă.Пĕррехинче каçхине çуртăн пĕр хутĕнче газ шăрши сарăлнине туйнă. Кунта пурăнакансене эвакуацилеме тата аварине сирсе яма кирлĕ мерăсем йышăннă. Службăри тимлĕхшĕн ăна ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн грамотипе наградăланă. 1986 çулта алла диплом илнĕ. Ăна Вăрнар поселокĕнчи хими завочĕн пушар хуралĕн чаçне ĕçлеме янă. Шалти службăсен çамрăк офицерĕ шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынă. Çав вăхăтрах спорт енĕпе массăллă мероприятисем йĕркеленĕ, Вăрнарта иртекен ăмăртусене хутшăннă. Унăн хастарлăхне "Чăваш АССР Шалти ĕçсен министерствин воспитани ĕçĕсене чи лайăх йĕркелекенĕ" ят парса хакланă. Икĕ çултан Владимир Васильевича Шупашкарти Калинин районĕнчи пушар чаçне хурал пуçлăхĕнче ĕçлеме куçарнă. Кунта та вăл хăйне лайăх енчен кăтартнă, коллектив хисепне çĕнсе илнĕ, "Республикăри пушар хуралĕн чи лайăх пуçлăхĕ" ята тивĕçнĕ. В.Иванов пушарпа ĕçлевлĕх спорчĕпе тата службăн икĕ енĕпе ăмăртассипе интересленме тытăннă. Физкультурăн штатра тăман инструкторĕ пулнă май пушар чаçĕ кирек мĕнле ăмăртăва та лайăх кăтартупа вĕçлетĕр тесе вăй-халне шеллемен. 1990 çултан пуçласа кашни çулах РФ Шалти ĕçсен министерствин хĕллехи ăмăртăвĕсене Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин членĕ пулса хутшăннă. Челябинск хулинче ирттернĕ чемпионатра службăн икĕ енĕпе ăмăртса спорт мастерĕн нормативне тултарнă. 1995 çулта Владимир Васильевича Канашри пушар чаçне ертсе пыма куçарнă. Шанса панă подразделенин вут-çулăмпа кĕрешес пултарулăхне самаях ÿстернĕ вăл. 1996 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕ чукун çул разъездĕнче пысăк авари пулнă. Çунтармалли тата сĕрмелли шĕвек, фенол тултарнă цистернăсем рельсран тухса кайса çунма пуçланă. Канашран аварине пĕтерме 7 сотрудник ятарлă икĕ машинăпа тухса кайнă. Вĕсене чи йывăр участока янă. Канаш пушарнăйĕсем ир пуçласа мĕн каçчен вут-çулăмпа кĕрешнĕ. Мĕнле йывăр пулсан та нихăшĕ те нăйкăшман, ниме пăхмасăр ĕçленĕ. Аварине пĕтерес ĕçре паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланисен хушшинче В.Иванов та пулнă. Мисчĕ разъездĕнчи аварие пĕтернĕ çĕре хутшăнни чылайăшĕн сывлăхне хавшатнă. Тухтăрсем Владимир Васильевича нумай вăй кирлĕ спортран уйрăлма сĕннĕ. Ачаран спорта юратни тунсăха çĕнтерсе çиеле тухнă. 1996 çулта В.Иванов чăвашсен паллă каратисчĕпе В.Астраханцевпа паллашнă. Ун патĕнче карате ăсталăхне вĕреннĕ. Икĕ çултан вăл республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2001 çулта В.Иванов майор шалти ĕçсен органĕпе сыв пуллашнă. Спортпа вара уйрăлма шутламан та. Мăшăрĕпе 3 ачине тата юратнă мăнукне ÿт-пĕвĕсене пур енлĕн аталантарса сывлăха çирĕплетме хăнăхтарнă. Ивановсен çемйи "Атте, анне тата эпĕ - спортпа туслă çемье" ăмăртăва хутшăнса хулара 3 хутчен çĕнтернĕ, республикăра 4 хутчен иккĕмĕш вырăн йышăннă. В.Иванов тренер ĕçне кÿлĕннĕренпе 13-мĕш çула кайрĕ. Канăçсăр чĕреллĕскер Шупашкарти "Хăлат"карате клубне ертсе пырать, 1-мĕш номерлĕ ачасемпе яшсен спорт шкулĕнче тренер-преподавательте ĕçлет, ачасене ал-урапа çапса кĕрешмелли мелсене вĕрентет. Унăн воспитанникĕсенчен 15-шĕ - Чăваш Республикин чемпионĕ, 26-шĕ - Раççей чемпионĕ тата призерĕ. Вăл хăй те карате енĕпе ветерансен çĕршыври, тĕнчери ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.
В.АЧЧА.