АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библи вулать

18 апреля 2014 г.

Пукăртан ялĕнче ывăлĕпе Николайпа, кинĕпе Надеждăпа, икĕ мăнукĕпе пурăнакан Е.Кузьмина çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Елизавета Терентьевна хăйне хăй пăхма пултарать: апат хатĕрлет, кил картишне тирпейлет, пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасатать. Ватлăхне кура мар лайăх курать, радиопередачăсем итлет, библи, чăвашла хаçатсем вулать, ал ĕç тăвать, чиркĕве çÿрет. Е.Кузьмина Кушăк ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Янкăлч шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕн директорĕ вĕрентекенсем çитмен пирки çамрăк хĕре ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентме сĕннĕ. Лиза икĕ çул тăрăшнă педагог ĕçĕнче. Çемьери çăмăл мар лару-тăрăва пула тăван Кушăка таврăннă. 1946 çулта Пукăртан каччипе Д.Кузьминпа паллашнă. Часах вĕсен чĕрисенче юрату хĕлхемĕ хыпса илнĕ. Давыд Кузьмичпа Елизавета Терентьевна пилĕк ача çитĕнтерсе пĕлÿ панă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика