18 апреля 2014 г.
Районта черетлĕ информаци кунĕ ирттерме Шупашкартан Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ В.Аврелькин ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Информкунра калаçу Чăваш Республикин Пуçлăхĕ йышăннă "Сывлăх тата спорт кунĕ çинчен" Указа мĕнле пурнăçлани, кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене индексацилеме пуçлани пирки, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене чыслассине, совет халăхĕн Аслă Çĕнтерĕвне, Çар мухтавĕн паллă кунĕсемпе датисене, пуçĕсене хунă салтаксен ячĕсене асăмлă тăвассине халалланă мероприятисемпе килĕшÿллĕн акци, экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çуркуннехи тапхăрне ирттересси, ялсене, çул хĕррисене, масарсене, ялсене пыракан çулсене тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă ĕçсене йĕркелесе ирттерсе ярасси çинчен пычĕ. Кÿртĕм инструктажра министр çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси мĕнле пынипе интересленчĕ. Район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ В.Никоноров пĕлтернĕ тăрăх, акмалли вăрлăхăн 91 процентне кондицие лартнă, çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексене кирлĕ чухлин 90 процентне кÿрсе килнĕ. Удобрени хатĕрлесси, кĕрхи тырăсене апатлантарасси малалла пырать. Çак кунсенчех кĕрхи çĕртмене сÿрелеме, çурхи культурăсене акма тухаççĕ. Информаци кунĕн темисемпе Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленин пуçлăхĕ О.Петрова, хула тата район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин тухса калаçрĕç. Çакăн хыççăн информушкăнсем ял тăрăхĕсене тухса кайрĕç. В.Аврелькинпа В.Софронов Хучел тата Карăклă ял тăрăхĕсен çыннисемпе тĕл пулчĕç. Владимир Александрович темăсене республика, Владислав Васильевич район аталанăвĕсен кăтартăвĕсемпе усă курса уçса пачĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç. Карăклă ялĕнчи Кĕрешÿ центрĕнче ĕçсем мĕнле пынине кĕрсе курчĕç. Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ С.Шелтуков тата район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин Шăхасан тата Ачча, Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата карто-графи службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин çумĕ Т.Васильева тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ А.Егоров Асхва тата Ухман, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн председателĕ В.Федоров тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕпе Г.Петровпа район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова Ăвăспÿрт Кипеч тата Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсенче тĕлпулусем ирттерчĕç.
В.АЛЕКСЕЕВ.