АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун саккăрта вăрман касма кайнă

18 апреля 2014 г.

Галерия Дмитриевна Дмитриева Аслăялта 1934 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Андреевсен çемйинче çуралнă (унăн икĕ пиччĕшĕ Коляпа Толя чире пула çулталăкран ытла пурăнайман). Шкулта 5 çул вĕренсен 13 çулти хĕрача амăшĕпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăнать. Каярах Г.Дмитриевăна Аслăялти "Трактор" колхозăн ферминче пăрусене пăхма шанаççĕ. Çав вăхăтрах хĕр-упраç Шуркасси фермине лашапа сĕт турттарса тăрать. 18 çул тултарсан ăна икĕ хутчен Йĕпреç районне вăрман касма яраççĕ. 1960 çулта 4 ялти пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе "Большевик" хуçалăх йĕркелеççĕ. Çавăн чухне Галерия Дмитриевна фермăра вуншар ĕне сума тытăнать. 1972 çулта Аслăялта пысăк инкек пулса иртет: виçĕ кил-çурт тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Галерия пурăннă çурт. "Мĕн чухлĕ куççулĕ юхмарĕ пулĕ, мĕн чухлĕ сывлăха илсе каймарĕ пулĕ çав инкек. Юрать-ха райплан çĕнĕ пÿрт лартма Йĕпреç вăрманĕнче делянка уйăрса пачĕ. Ял халăхне пуçтарса вăрман касрăмăр, пĕренесене çурт лартма тиесе килтĕмĕр", - аса илет ватă хĕрарăм. Икĕ çултан вĕсем амăшĕпе çĕнĕ çурта пурăнма куçаççĕ. 1980 çулта Галерия Дмитриевна Иван Андреевичпа çемье çавăрать, вĕсем Ешкилт ялĕнче пурăнма пуçлаççĕ. Упăшка çемйинче ачисем пиллĕкĕн: аслă ывăлĕ салтакран таврăннă, кĕçĕн хĕрĕ 3-мĕш класа çÿрет. Вăхăт малаллах шăвать. Тепĕр виçĕ çултан, Галерия амăшĕ çĕре кĕрсен, вĕсем мăшăрĕпе Аслăяла куçса килеççĕ. Мăшăрĕ, Иван Андреевич, Шуркассинчи ĕне ферминче трактористра ĕçлет, арăмĕ хăмла ÿстернĕ çĕрте тата ытти ĕçсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать. 22 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса пурăннă хыççăн йывăр чире пула упăшки пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каять. Хальхи вăхăтра кинемей пĕчченех пурăнать. Килĕнче тирпейлĕ унăн, кашни япала хăй вырăнĕнче. Ватлăх - савăнăç мар, тухса çÿреме те вăй-хал чакать, юлашки вăхăтра сывлăхĕ те хавшарĕ унăн. Пĕчченлĕх кичемлентерет ăна, шав кантăкран пăхать, кам та пулин килсе сăмах хушасса кĕтет. "Юрать-ха Алина Леонидовна почтальонка кашни уйăхрах киле килсех пенси парса хăварать, электроэнергипе усă курнăшăн та вăлах тÿлесе тăрать, тавтапуçах ăна", - тет кинемей. Кăмакине хăех хутать Галерия Дмитриевна, апатне те пĕçерет. Килкартинче чăхсем çÿреççĕ. "Вĕсене апат пама тухсан самаях уçăлса кĕретĕп", - тет вăл. Кÿршисем Ваньăпа Надя Тимофеевсем тата Валя Семенова ватă çынна пулăшсах тăраççĕ. Çак кунсенче Г.Дмитриева 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпир - тăванĕсем, кÿршисем тата пĕлĕшĕсем ăна юбилей ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр. Тата нумай çул хушши савăнса пурăнмалла пултăр.

Р.ГРИГОРЬЕВА, Улаксар клубĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика