АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта чи лайăххи - Татьяна Федорова

16 апреля 2014 г.

Районта чи лайăххи - Татьяна Федорова

Çуркунне çитсен кашни çулах шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕнче тата шкулта ĕçлекен педагогсем конкурссене хутшăнса хăйсен пултарулăх шайне палăртаççĕ. "Чăваш енĕн 2014 çулхи воспитателĕ" республика конкурсĕн вырăнти тапхăрĕ районта мартăн 11-25-мĕшĕсенче иртрĕ. Унта районти 17 педагог хутшăнчĕ. Йĕркелÿ комитечĕпе эксперт комиссийĕ интернет-ресурса вырнаçтарнă материалсене тĕрлĕ енлĕ хакларĕ: тематика тытăмне, вĕрентÿпе методика тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшне, çав материалсемпе çемьере воспитани панă чухне усă курма май пуррипе çуккине тишкерчĕ. Мартăн 25-мĕшĕнче вара Шăхасанти "Хĕлхем" ача садĕнче малтанхи тапхăрта çĕнтернĕ 6 воспитатель ачасемпе уçă занятисем ирттерчĕç. Вăтапуçĕнчи "Колокольчик" ача сачĕн воспитателĕ Елена Осипова, Валентина Мурзукова (Сиккассинчи "Хурăн" ача сачĕ), Татьяна Федорова (Шăхасанти "Хĕлхем" садик), Людмила Петрова (Ямашри "Буратино" ача сачĕ) воспитательсем тата Чакаçри "Ромашка" садикри музыка ертÿçи Ирина Яковлева хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Воспитательсем ачасемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупрĕç, занятисем питĕ интереслĕ, пуян содержаниллĕ пулчĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Шăхасанти "Хĕлхем" садик воспитателĕ Татьяна Федорова "Çулталăк воспитателĕ" ята çĕнсе илчĕ. Çавна май Татьяна Валентиновнăн район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме тивет. Апла ăнăçу пултăр ăна.

С.НИКОЛАЕВА, районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика