АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Надя Федорова - Европа чемпионачĕн призерĕ

16 апреля 2014 г.

Надя Федорова - Европа чемпионачĕн призерĕ

Финляндири Вантаа хулинче апрелĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ Европа чемпионатĕнче Раççей спортсменĕ Надежда Федорова (ÿкерчĕкре сылтăмран виççĕмĕшĕ) хăйĕн виçе категорийĕнче (48 кг) бронза медаль çĕнсе илнĕ. Надя хăйĕнпе виççĕмĕш вырăншăн кĕрешекен Румыни спортсменĕнчен Магдалина Лингураруран вăйлăрах пулнă, ăна 3:0 шутпа парăнтарнă. Акă мĕн каласа кăтартнă пирĕн ентеш ăмăрту хыççăн WRESTRUS.RU корреспондентне Асия Алимовăна. - Эпĕ лайăхрах кĕрешме пултараттăм. Пысăках мар очкопа Стадника выляса яраттăм-и, тен; Ăна хирĕç ăнăçлă кĕрешме пулать. Паян эпĕ вăй-хал тĕлĕшĕнчен пуçтарăнса çитеймерĕм. Мария пур енĕпе те вăйлă спортсменка. Çитменнине эпĕ унпа пĕрремĕш хут тĕл пултăм. Выляса яма кăмăллах мар, анчах та унтан тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем туса малалла ĕçлемелле. Вăл мĕнле кĕрешнине эпĕ хам çинче туйрăм, çавăнпа та çак опыт мана малашлăхра кирлĕ пулатех, - палăртнă Надя. - Ыттисемпе кĕрешĕве тухнă чухне манăн нимĕн те çухатмалли çуккине ăнлантăм, - тенĕ Н.Федорова. - Е эпĕ "бронза" хуçи пулатăп, е нимĕнсĕр тăрса юлатăп. Виççĕмĕш вырăншăн кĕрешнĕ румын хĕрĕ Лингурару чи вăйлисен шутĕнчен мар. Анчах та тупăшу медальшĕн пынине шута илсе эпĕ кĕрешÿ вăхăтĕнче йăнăшсем тăвас мар тесе тăрăшрăм. Ытлашши хусканусем тумасăр хама хирĕç тăракана тытма тăрăшрăм. Пĕрремĕш тапхăра ăна асăрхаттару тунипе выляса илтĕм. Иккĕмĕшĕнче чутах хам йăнăш туса хураттăм. Анчах çийĕнчех пуçтарăнтăм та румынкăна партера хутăм, çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Савăнатпăр Çăлпуç хĕрĕн Надежда Федорован çитĕнĕвĕ-шĕн. Çапах та спортсменкăн кашни пысăк-пĕчĕк çитĕнĕ-вĕшĕн чи хытă савăнаканни унăн пĕрремĕш тренерĕ Александр Васильев. Вăл хăйĕн воспитанникĕсен пурнăçĕпе, вĕсен спортри ĕç-хĕлĕпе куллен интересленсе тăрать. Малашне те ăнăçусем пулса пыччăр.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика