16 апреля 2014 г.
Çĕнĕ çул умĕн Атнаш ялĕнче Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн 200 ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу комплексĕ хута кайнăччĕ. Ака уйăхĕн 11-мĕш кунĕ Атнашра пурăнакансемшĕн тата тепĕр пысăк пулăмпа асра юлчĕ. Кунта савăнăçлă лару-тăрура районăн тĕп больницин фельдшерпа акушер пунктне уçрĕç. Çак ятпа ирттернĕ митингра ял çыннисемпе пĕрле Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Зинетуллина, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ Г.Петров, Киров ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи Н.Андреев, Атнаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ П.Тимофеев, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова савăнчĕç, сăмах каларĕç. - Чăваш Ен правительстви ялсене аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Киров ячĕллĕ кооператив ял хуçалăх продукчĕсем туса илес енĕпе районта кăна мар, республикăра та малтисен йышĕнче. Хуçалăха 35 çул ытла Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Андреев ăнăçлă ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе техника паркĕ çĕнелсе пырать, тĕрлĕ объектсем çĕкленеççĕ. Çак илемлĕ, çĕнĕ, хăтлă та çутă çурта ĕçе кĕртнĕ ятпа пурне те саламлатăп, - терĕ райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов. Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Г.Иванова, Т.Григорьев, Ю.Фролова Атнаш тата Калиновка çыннисен ячĕпе сывлăх çуртне тума пулăшнăшăн Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствине, район администрацине, строительсене ăшшăн тав турĕç. Йăлана кĕнĕ ятпа хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте çĕнĕ çурта кĕчĕç, унти пÿлĕмсемпе, медицина хатĕрĕсемпе паллашрĕç. Ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль илемлĕ юрăсемпе уява тата илемлĕрех турĕ.
В.АЧЧА.