АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кун хаклă

16 апреля 2014 г.

Çурхи кун хаклă

Иртнĕ кĕçнерни кун пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулнă. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Никоноров çÿренĕ. "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхре çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе интересленнĕ. Кунта кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарма пуçланă. Ун валли минераллă удобрени çителĕклĕ. Хуçалăх ертÿçи В. Александров пĕлтернĕ тăрăх, акса-лартса хăвармалли культурăсен лаптăкĕсем 1050 гектар йышăнаççĕ. Нумаях пулмасть çĕнĕ культиватор туяннă. Çур акине палăртнă вăхăтра ирттерме техника та, ĕçлекенсем те çителĕклĕ. Министр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçсем мĕнле пынипе те интересленнĕ. "Сăвакан кĕтÿре 30 ĕне, пăрусем те пур. Кунне 18 тенкĕпе 400-450 литр сĕт сутатпăр. Ĕнесен хисепне 50-70 пуç таран ÿстерес шутлă", - пулнă хуравĕ. Малалли çул Янкăлч ялне выртнă. Кунта хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçипе В.Никоновпа тĕл пулнă. Хуçалăхăн 600 гектара яхăн çĕр, мăйракаллă шултра выльăхсем 74, вĕсенчен 21-ĕшне сăваççĕ. Валерий Михайловича мăшăрĕпе виçĕ ывăлĕ пулăшаççĕ. Иртнĕ кĕркунне техника паркне "Джондир" трактор хушăннă. Ĕçлĕ çул çÿрев Шăхасанта "Канашрастмасло" тулли мар яваплă пĕрлĕхре вĕçленнĕ. Пĕрлĕх директорĕ В.Грачев хăнасене тип çу шăрши сарăлнă цехсемпе, служба пÿлĕмĕсемпе паллаштарнă. Вĕсенче хĕвел çаврăнăш хуппин куписем выртни кунта ĕçсем аван пынине пĕлтернĕ. Производство хатĕрĕсем пăс кăларса пĕр тикĕссĕн ĕçленĕ. - Хатĕр продукцие республикăри чăх-чĕп фабрикисем, апат-çимĕç предприятийĕсем, çăкăр завочĕсем туянаççĕ. Республика тулашĕнчен килекенсем те пур. Чĕр тавара Саратов, Ульяновск тата ытти облаçсенчен кÿрсе килетпĕр, - тенĕ пĕрлĕх ертÿçи. Çывăх вăхăтрах районти ял хуçалăх организацийĕсене ертсе пыракансемпе канашлу ирттерме палăртнă. Унта рапс ÿстерес тата унтан тип çу хатĕрлес ĕçе пăхса тухĕç.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика