16 апреля 2014 г.
2014 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче 89 çула кайса чăваш драматургийĕн патриархĕ, актер, куçаруçă, РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш халăх писателĕ, Чăваш АССР К.В.Иванов, РСФСР К.С.Станиславский ячĕллĕ патшалăх премисен лауреачĕ Николай Терентьев пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Вăл Кăшнаруй ялĕнче çуралнă. А.В.Луначарский ячĕллĕ ГИТИС çумĕнчи чăваш студинче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, А.М.Горький ячĕллĕ литература институчĕ çумĕнчи литературăн аслă курсĕсенче вĕреннĕ. Унăн нумай пьесине украин, эстон, черкес, мордва, пушкăрт чĕлхисене куçарнă, вĕсене наци театрĕсем лартнă. Н.Терентьев 50 ытла пьесăпа сценари çырнă. Вырсарни кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В.Ефимов Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ячĕпе Н.Т.Терентьевăн пурнăçĕ татăлнă пирки чĕререн хурланни çинчен пĕлтерчĕ, унăн чăваш культурине аталантарас ĕçри пысăк тÿпине палăртрĕ. Митингра çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Угаслов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кипеч, Чăваш халăх поэчĕсем Ю.Сементерпе В.Туркай, чăваш театрĕн çăлтăрĕсем В.Кузьмина, Н.Григорьева, В.Яковлев, чăваш çĕрĕн ытти паллă çыннисем сăмах каларĕç. Н.Терентьев ÿтне Чăваш Ен тĕп хулинчен тупăкпа çуралнă ялне илсе килчĕç. Кунта та паллă ентешĕмĕре юлашки çула ăсатма халăх нумаййăн пухăнчĕ, Шупашкартан килнисем те чылаййăн. Вĕсен хушшинче - Культура министерствин пай пуçлăхĕ С.Казаков, СССР халăх артистки В.Кузьмина, Чăваш халăх артисчĕсем И.Ивановпа Г.Медведев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки С.Дмитриева тата ыттисем, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, администраци ĕçченĕсем, Николай Терентьевпа пĕрле ĕçленĕ çынсем, юлташĕсем, ял çыннисем, шкулсенче ĕçлекенсем, культура ĕçченĕсем, ăна лайăх пĕлекенсем. "Николай Терентьевăн çутă сăнарĕ яланах халăх асĕнче юлĕ. Пурнăçĕн юлашки 25 çулне паллă писатель тата драматург хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕнче ахаль çынсем хушшинче ирттерчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ - унăн пьесисенчи сăнарсем. Вăл нихăçан та çынлăха, чунлăха çухатман, сывă пурнăç йăли-йĕркине тытса пынă, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнă. Пирĕн районта çыравăçсем сахал мар: чи малтанхи - Çеçпĕл Мишши, чăваш драматургийĕнче пĕрремĕшĕ - Николай Терентьев", - халăх шухăшне палăртрĕ Владислав Васильевич. "Кăшнаруйăн хаклă çыннисем, пысăк тав сире чăваш тĕнчине çакăн пек чаплă та пултаруллă çын парнеленĕшĕн. Николай Терентьевич Тăван çĕршыва, тăван çĕре питĕ юратнă. Унăн хайлавĕсенче эсир те пуррине ĕненетĕп. Чăваш артисчĕсем сирĕн сăнарсене сцена çинче тулли кăмăлпа вылянă. Хăй вара тăван ялĕнче ирсерен чупни çинчен хавасланса каласа паратчĕ. Унăн Чăваш Ен умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсем çав тери пысăк", - терĕ пирĕн ентеше ăсатма килнĕ чăвашсен юратнă артистки Вера Кузьмина. Николай Терентьевич ырă та уçă кăмăллă, талантлă, лайăх çемьеллĕ, калаçма ÿркенмен çын пулнă. Вăл - чăваш драматургийĕн чи çутă çăлтăрĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.