АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмен ăста пулнă теççĕ

11 апреля 2014 г.

Ÿркенмен ăста пулнă теççĕ

Вăрăмпуçĕнчи Петр Максимов карçинкка та çыхать, хапха та тăвать, çип те арлать, кăçатă та йăвалать. - Ялта мана Мунчала Петти тесен такам та пĕлет, - тет вăл. - Атте Мочалов хушаматпа çÿренĕ те, ăна Мунчала Иванĕ тетчĕç. Çывăхри ялсенче кам та пулин çурт-йĕр çавăрсан чÿрече рамисем тума ăна саккас паратчĕç. Питĕ пысăк ăстаччĕ вăл столяр ĕçĕпе. Аттене кура хам та тĕрлĕ ĕçе вĕрентĕм... Калаçăва чарсах вулакансене ăнлантарса парам-ха: ялти пек каласан Мунчала Петти тем тума та пĕлет. Вăл ăсталанă карçинккасене курасчĕ сирĕн! Акă вĕсем, сăн ÿкерчĕк çинче. Хуçи, авă, хыçалта ларать. Петр Иванович кăмака тума та ăста. Кашни килтех газ çунать пулин те, кăмака тутарас текенсем те сахал мар. Тĕрлĕ кăмака купалама пултарать ăстаçă вара: вырăс кăмакине те, пĕчĕк кăна каланкка та. Наччасах йывăçран тĕрлĕрен рама та ăсталаса парать - кĕттерсе тăмасть. "Халĕ пурте тенĕ пек пластик чÿречесем лартма тытăнчĕç, нивушлĕ хими сывлăхшăн япăх пулнине çынсем пĕлмеççĕ-ши; - ÿпкелешсе калаçать ал ĕç ăсти. - Экологи енчен таса йывăçа мĕн çиттĕр!" - Петя, карçинкка çыхма камран та пулин е Интернетра вуласа вĕрентĕр пулĕ-ха; - Эпĕ ĕçсĕр ларма пултараймастăп. Манăн икĕ ал валли мĕнле те пулин ĕç тупмаллах. Килте утă-улăм валли кар-çинкка кирлĕ пулчĕ. Фермăра кăларса пăрахнă кивĕ карçинккана пăхса вĕрентĕм çак ĕçе. Пĕрремĕшĕ ытла чаплах пулаймарĕ, алă ку ĕçе хăнăхман-ха та. Кайран хăнăха пуçларăм. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур вĕт. Малтан хăвана икĕ сехет хушши шывра вĕретсе çемçетмелле, унтан хуппине сÿсе типĕтмелле, карçинкка çыхнă чухне шÿтермелле. Кĕнекесенче тĕрлĕрен илемлетмелли эрешсене шыраса тупрăм, вĕсемпе усă курма тытăнтăм. - Ытларах мĕнле хăва каять карçинкка çыхма: шултри е çинçи-и; - Хăвине суйласа касатăп. Çинçи ытларах кирлĕ ĕнтĕ. Шултринчен утă-улăм, çĕр улми йăтмалли икĕ авăрли тăватăп. Пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа ларас пулать. - Пирĕн тăрăхра карçинкка çыхма юрăхлă хăва ÿсет-и; - Хăви пур-ха вăл. Вăрăм çырми тăрăх та, Шăхран лесничестви çывăхĕнче те, Йĕпреç çулĕнчен пăрăнса кĕнĕ çĕрте, хăвалăх чылай. Анчах ăна касса, пăхса тăмалла. Каснă вырăнтан хунаса тухса пĕр хăваран иккĕ ÿсет, ăна вăхăтра, шултраланиччен касса тепре хунаттармалла. Ал ĕç ăстине арăмĕ, Соня, пысăк пулăшу парать. Хăй Канашра ĕçлет пулин те, канмалли кунсенче мăшăрĕпе пĕрле хăва касма çÿрет. Ку ĕçĕн те хăйĕн вăхăчĕ пур вĕт-ха. Çуркунне ăна йывăçа сĕткен кĕриччен касмалла, кĕркунне -çулçă тăкăнма пуçласан. Саппасне ытларах туса хурсан ĕçĕ те кал-кал пырать: ав та ав хăвана, çых та çых карçинкка. Эрне хушшинче 7-8 карçинкка хатĕр те. Пĕр 15-20 çыхсан пасара кайма та юрать. Петр Максимов карçинккисен умĕнчен пасар халăхĕ пĕççине çапса шалт тĕлĕнмесĕр иртсе кайма пултараймасть. Хăшĕ-пĕри тата, ĕненмесĕр, аллипе тытса унăн-кунăн çавăркаласа та пăхать: хăвах турăн-и ку япалана, ывăлăм, тет. Сутăнманни ку таранччен пулман-ха. Тĕрлĕрен выставкăна илсе кайсан та каялла тиесе килни пулман. Курав ирттерекенсем хăйсемех, ытараймасăр, туянса пĕтереççĕ. - Кашни хăва каймасть çав карçинкка çыхма, - тет Петр Иванович, - хăшĕ-пĕри авăнмасть, хуçăлать, пиçĕ мар ĕнтĕ. Кăçал хуçалăхра усă курмалли пысăк карçинкка çынсене пĕр 20-30 та çыхса патăм пулĕ. Саккас параççĕ те. Кăмпана каймалли савăта çыхма 130-140 хăва кирлĕ. Тĕпне тума - 24 хăва каять, аврине валли 12. Хăш ĕçĕ кăткăс тетĕр-и; Хăнăхнă та, алă хăех тăвать. Çав аврине ăна вĕрен пек явса тумалла вĕт-ха, пĕр хăви хуçăлчĕ пулсан, пĕтĕмпех сÿтсе тепĕр хут явма тивет. Ăстаçă, карçинкка тĕсĕпе илемлĕрех пултăр тесе, ăна икĕ тĕслĕ хăвапа çыхать: пĕри - вĕрекен шывра ислетсе хуппине сÿни - шурă, çав хăвана вĕретнĕ шыва чиксе кăларсан ăна хăмăртарах тĕс çапать. - Петя, акă çакна, карçинккан чи çÿлти пайне, "косичка" текеннине, çыхма йывăр мар-и; - Халĕ, вĕренсе çитнĕ те, мана йывăр пек туйăнмасть. - Кÿршĕ ялсенче - Вăтапуçĕнче, Кайăкялĕнче, Çатăрка Çырминче, икĕ Шелттемре сирĕн пек ăстаçăсем пур-и; - Виççĕмĕш çул ĕнтĕ, килте 20-30 карçинкка пухăнса кайсан, Канаш пасарне тухатăп. Карçинкка сутакан пĕр çынна та курман. Хăва авса Кипеч выçăлккинчи пĕр арçына сăпка та туса патăм. Пасарта курчĕ те, арăм ача çуратрĕ, сăпка кирлĕ, туса пар та туса пар тет. Калаçсан-калаçсан пĕлтĕм, иккĕмĕш сыпăкри тăванах иккен. Ман анне çав ялтан качча килнĕ Вăрăмпуçне. - Сирĕн пек ăстасем хăваран тем те тăваççĕ - креслăсем, пукансем. Сирĕн те урăх йышши "продукци" туса пăхас кăмăл çук-и; - Тытса пăхас тесе шутланă-ха çав ĕçе. Анчах вăхăчĕ çукрах вĕт-ха. Эпĕ Питĕре вахтăна çÿретĕп, метро тунă çĕрте сварщикра ĕçлетĕп. Вахтăран çур уйăха канма таврăнсан кăна кăштах пушанатăп. Килте унсăр та ĕçĕ пайтах, пурне те туса ĕлкĕрмелле икĕ эрне хушшинче. Тытса пăхма кăмăл пур, чăнах та. Мунчала Петти ăсталанă карçинккасене курсан куç-пуç алчăрасах каять. Питĕ латлă та илемлĕ вĕт-ха вĕсем. Ахальтен мар вĕсене кама та пулин парне пама та туянаççĕ. Пĕрисем Мускава çитичченех тăванĕсене валли илсе кайни те пулнă. Саккас параççĕ - авăрсăрри, çавраки, тăрхалараххи, е сухан хума пысăкраххи, е Мăнкун çăмартине чир-кĕве илсе кайса святить тутарма пĕчĕкреххи кирлĕ, хăшĕ-пĕрисем "для белья" кирлĕ, е канăхвет хумалли туса пар теççĕ - Петр Иванович ÿркенсе тăмасть, наччасах туса парать. Канаш пасарне кайсан та сакассăр таврăнмасть вăл. Карçинкка - хуçалăхра питĕ кирлĕ япала, такама та кирлĕ. - Петя, арăму, Соня ку ĕçе вĕренмен-и тата; - Çук, вăл хуппине сÿме пулăшать, е тата хăва касма пĕрле çÿретпĕр. - Петя, сирĕн ывăл ачана, Сашăна, 4-мĕш класра вĕрентекен Зайцева Марина Анатольевна учительница сире шкула, мастер-класс кăтартма, чĕнесшĕн... - Чĕнсен хаваспах пыратăп. Ма пырас мар, вĕренччĕр ачасем, пĕлччĕр, пурăнан пурнăçра тем те кирлĕ пулать. Сашăн хăйĕн те интерес пур, эпĕ ĕçленĕ чухне вăл пырса тĕрткеленет, майĕпен хăнăхса пырать. Эпĕ хам та алă ĕçне ниçта та ятарласа вĕренмен, аттерен хăнăхса пынă. Çак карççинкка çыхма вĕреннĕ чухне хăви хуçăлса каятчĕ те, "мĕн тума кирлĕ ку мана" тесе çĕклесе çапас патнех çитеттĕм, унтан лараттăм-лараттăм та "тавай-ха, малалла тытса пăхас" теттĕм. Кашни ĕçрех чăтăмлăх кирлĕ. Эпĕ тата кăмака ăсти те вĕт-ха. Çур яла яхăн пÿрте эпĕ тунă кăмакасем ăшăтаççĕ. Пĕршенерте те тунă эпĕ, Шелттеме те илсе кайнă мана, Мускав çывăхĕнчи чылай дачăра ман кăмакасене, каланккасене, каминсене хутаççĕ. Ман атте те, Мунчала Иванĕ, тăвансене, паллакансене кăмака туса паратчĕ. Эпĕ те аттепе пĕрле çÿресе çак ĕçе хăнăхрăм. Эпĕ сварщик-ха та, тимĕр хапха туса пама пултаратăп - каллех мана чĕнеççĕ, ÿркенсе тăман, кайнă. Карçинкка туман чухне çăм арлатăп, кăçатă йăвалатăп. - Пасарта сутма-и; - Çук, çăмне килсе параççĕ те, йăваласа паратăп. Халĕ кĕске кунчалли тăхăнаççĕ те, ун пекки те туса паратăп. Ывăл ачана пусса патăм - çамрăксем час çĕтеççĕ вĕсем. Пасарта сутакан кăçатăна хытă пултăр тесе кислота яраççĕ. Вара вăл, кавсăлнă пирки, час çĕтĕлет, татăлать. Эпĕ ун пек тумастăп-ха та. Çак ĕçе те эпĕ аттерен вĕреннĕ, калатăп вĕт-ха, унăн пур ĕç патне те алли пынă. Анне паян кун та атте пусса панă кăçатăпа çÿрет. - Петя, эсĕ платник те, сварщик та, карçинкка çыхатăн, кăмака тăватăн, çăм арлатăн, кăçатă пусатăн... Эсĕ пĕлмен ĕç пур-и тата; - Тата эпĕ чăлха та çыхатăп... ;! - Асаттепе асанне кирпĕч заводĕнче пурăнатчĕç. Эпир пĕрмаях унта чупаттăмăр. Асанне çăм арлатчĕ те, эпир те, ача-пăча, кĕнчелеççи патне пыраттăмăр, çавăнтанах арлама вĕрентĕм. Асанне çип те пĕтĕрттеретчĕ пире. Каярахпа пурнăç çавăн пек килсе тухрĕ: аннен сĕм куç курми пулчĕ. Килте ача-пăча валли чăлха-нуски çыхмалла - аппасем арлама пĕлмеççĕ. Вара çăмне хам арласа параттăм та, вĕсем çыхатчĕç. Халĕ те арăма кăшт та пулин арласа паратăп, хăй ĕне сума тухсан, е урăх ĕçе тытăнсан. - Мĕнпе арлатăн-ха: йĕкепе-и е машинăпа; - Йĕкепех. Аннене арламалли машина та илсе панăччĕ, тытман ăна. Ларать çаплах. Ĕлĕк пир вырăнĕ те пурччĕ, пир тĕртмелли, арламалли урапа та, "самопрялка" текенни. Халĕ вĕсемпе усă курмастпăр та, атте пăснă пулмалла вĕсене. Вăл вилни виçĕ çул ĕнтĕ, паян кун та тĕлĕнетĕп, пур ĕçе те ăста пулнă вĕт-ха вăл. - Эсĕ хăв та аçунтан пĕрре те кая мар пулĕ тетĕп. Юрĕ апла, ăнăçу сире пур ĕçре те, ырă сывлăх. - Çапла пултăрччĕ.

В.ЛАПИН. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика