11 апреля 2014 г.
Март уйăхĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пирĕн сумлă ентеш Василий Кузьмин çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Çак пысăк мероприятие В.Кузьминăн хĕрĕ Е.Сухова тăрăшнипе йĕркеленĕ. Елена Васильевна хăй те истори наукисен кандидачĕ, доцент, Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалăх университечĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕн çумĕ.. Кам-ха вăл Василий Кузьмин; Хăшĕсем, тен, ăна пĕлмеççĕ те. Василий Леонтьевич Сиккасси ялĕнче 1919 çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Унăн çарти пурнăçĕ танксене хирĕç çапăçакан батальон йышĕнче Хĕвел анăç тата Калинин фрончĕсенче пуçланнă. Мускавшăн пынă çапăçусене те хутшăннă вăл. 1942 çулта Василий Леонтьевич уйрăм пĕлтерĕшлĕ авиаци бригадинче авиамеханик должноçĕнче çар службине малалла тăснă, союзниксем парса тăракан пайсенчен самолетсем пуçтарнă çĕрте ĕçленĕ. 1945 çулхи апрель - сентябрь уйăхĕсенче самолетсене ленд-лиз мелĕпе пирĕн çĕршыва хăваласа килес тата йышăнас енĕпе ĕçлекен закупочнăй комиссин представителĕ пулса Фэрбенкс (АПШ) хулинче ĕçленĕ. Пушă вăхăтра Василий Леонтьевич çине тăрсах ют чĕлхесене вĕреннĕ. Çавăнпа та командованин яваплă хушăвĕсене чыслăн пурнăçланă. В.Кузьминăн çарти паттăрла ĕçĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ орденĕсемпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе, ытти наградăпа палăртнă. Вăрçăран таврăнсан (1946 çулта) Чăваш патшалăх педагогика институтне питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, çак аслă шкултах студентсене вĕрентнĕ. 1954 çулта Василий Леонтьевич "Октябрьти революци вăхăтĕнчи Чăваш Енри хресчен юхăмĕ" темăпа кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Сумлă ентешĕмĕр ЧАССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институчĕн ученăй секретарĕ, директор çумĕ, наукăн аслă сотрудникĕ, публикацисен пайĕн начальникĕ, Чăваш АССРĕн Патшалăх тĕп архивĕн наукăн аслă сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. 1970-1990 çулсенче В.Кузьмин доцент Чăваш патшалăх университетĕнче СССР, ЧАССР историйĕсен курсĕсене ертсе пынă. Василий Леонтьевич çĕр ытла наука ĕçĕ пичетлесе кăларнă. Революционерсене тата Граждан вăрçин паттăрĕсене С.Д.Павлова (Павлов мичмана), И.Г.Кадыкова, П.П.Бондарева, А.С.Косырева, И.К.Скрипина, И.С.Космовские, П.Е. Крепкова, А.И.Крынецкие халалланă интереслĕ статьясемпе очерксем те йышлă. 1977 çулта В.Кузьмин республикăра пуçласа "Советлă Чăваш Ен историйĕн историографийĕ" монографи ĕçĕ хатĕрленĕ. "Чăваш Ен çамрăкĕсем çерем уçнă çĕрте", "Тăван çĕршывăн аслă вăрçин историографийĕ" тата ытти сборниксем кăларнă. Пурăннă чухне Василий Леонтьевич хăй çуралса ÿснĕ Сиккасси ялне час-часах килсе каятчĕ. Ялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ халăх университечĕн занятийĕсене хастар хутшăнатчĕ. Занятисене 300 ытла çын çÿретчĕ. Василий Кузьминпа пĕрле И.Д.Кузнецов, В.Х.Каховский ученăй историксем, филологи наукисен докторĕ Ю.М.Артемьев килетчĕç. Паллă ученăйăн, историкăн, педагогăн ĕçне паян унăн хĕрĕ Елена Васильевна Сухова малалла чыслăн тăсать. Эпир, сиккассисем, Чăваш Енĕн историйĕнче паллă йĕр хăварнă ентешĕмĕрпе мăнаçланатпăр, мухтанатпăр.
Н.БАБАНОВ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.