11 апреля 2014 г.
Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче çăмăл атлетикăпа ăмăрту иртнĕ. Унта Чакаç, Энтрияль, Вăтапуç тата Шуркасси шкулĕсен спортсменĕсем хутшăннă. Çулĕсене кура тăватă ушкăна пайланă ачасем кĕске тата вăрăм дистанцисене чупнă. Финиша чи малтан Энтрияль вăтам шкулĕн воспитанникĕсем Е.Николаева, А.Денисова, А.Петров, О.Софронова тата Н.Алексеев, Шуркассинчи В.Александровăпа Д.Павлов, Вăтапуçĕнчи Д.Тимофеевпа С.Иванов, Чакаçри С.Яковлев, А.Иванова, М.Архипова тата В.Яковлев çитнĕ. Малти виçĕ вырăна йышăннисене медальсем тата район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн дипломĕсене панă. Çĕнтерÿçĕсем район чысне Çĕнĕ Шупашкарта спорт шкулĕсен ăмăртăвĕнче хÿтĕлĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.