11 апреля 2014 г.
Сухайкасси вăтам шкулĕнче "Çулталăк вĕрентекенĕ - 2014" конкурсăн районти тапхăрĕ икĕ куна пычĕ. Малтанхи кун шкул тапхăрĕн 17 çĕнтерÿçи хăйсен пултарулăхне "Методика семинарĕ" формăпа кăтартрĕç. Унта вĕсем професси опычĕпе асăннă шкулти ачасемпе вĕренÿ занятийĕсем ирттерсе паллаштарчĕç. Тÿресем тĕплĕн сÿтсе явса, канашласа иккĕмĕш тапхăра çиччĕн тухнине пĕлтерчĕç. Тепĕр кун "Чăваш тĕррисем", "Лайăх çын профессийĕ" темăсемпе класс сехечĕсем ирттерчĕç. "Ашшĕ-амăш пухăвĕсем" те интереслĕ те усăллă пулчĕç. Ачасене тĕрĕс воспитани парас ыйтусене, тестпа тĕрĕслессине, конкретлă лару-тăрăва тишкерессине, уçă дискуссисене йышпа пăхса тухрĕç. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухса Энтрияль вăтам шкулĕнчи пуçламăш классен вĕрентекенĕ Лариса Петровна Минаева иккĕмĕш вырăна тухрĕ, виççĕмĕшне Ямаш шкулĕнче математика пĕлĕвĕ паракан Валентина Александровна Александрова йышăнчĕ. Икĕ тур пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн ачасене акăлчанла вулама, çырма, калаçма вĕрентекенĕ Наталья Михайловна Петрова 2014 çулăн чи лайăх вĕрентекенĕ пулса тăчĕ. Вăл Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче çуралнă, Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ, пĕлĕвне Чулхула облаçĕнчи Арзамас хулинчи А.П.Гайдар ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнче ÿстернĕ. Педагогика ĕçне Тăвай районĕнчи Çĕнçырма ялĕн шкулĕнче пуçăннă. 2011 çултанпа Шăхасан шкулĕн вĕрентекенĕ. Ачасене пĕлÿ парас ĕçре - çиччĕмĕш çул. Тĕрлĕ тумтир çыхма, сăвă вулама, килти чечексем ÿстерме юратать. Наталья Михайловна икĕ çул каялла республикăра ирттернĕ "Чи лайăх класс ертÿçи" конкурсра 25 çула çитеймен вĕрентекенсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕччĕ. Ака уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче Вăрнар поселокĕнче "Çулталăк вĕрентекенĕ - 2014" конкурсăн республикăри тапхăрĕ иртет. Пирĕн район чысне Н.М.Петрова хÿтĕлĕ. Районĕпех ăна ăнăçу сунатпăр.
В.АЧЧА.