АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара - "Шăнкрав курăкĕ" юрă авторĕ

09 апреля 2014 г.

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Малти Тукай клубĕнче ĕмĕрĕпех çакăнта вăй хунă В.Никитин тата культура учрежденийĕн заведующийĕ Т.Никитина тăрăшнипе хаваслă та ăшă тĕл пулу иртрĕ. Пирĕн пата хăнана пурте пĕлекен "Шăнкрав курăкĕ" тата ытти нумай илемлĕ юрă кĕвĕленĕ И.Степанов килчĕ. В.Никитинпа И.Степанов - çывăх туссем, вĕсем Çĕрпÿри çут ĕç училищинче пĕрле вĕреннĕ. Студент чухнех çуралнă туслăх паян та çирĕп. "Училищĕрен вĕренсе тухсан та эпир пĕр-пĕринпе çыхăну тытсах тăнă.Илья Романович хăй кĕвĕленĕ юрăсен кописене мана çырупа ярса паратчĕ. Эпĕ вара, клубра ĕçленĕ май, хам ертсе пыракан илемлĕх пултарулăх ушкăнне çав юрăсене вĕрентеттĕм. Концертсенче юрлаттăмăр вĕсене. Нумайăшĕ тĕлĕнетчĕç вара. "Çакнашкал илемлĕ çĕнĕ юрăсене ăçтан тупатăр-ха;" - тетчĕç. Илья Романовичăн таланчĕ калама çук пысăк. Унăн аслашшĕ, ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕ музыкăна кăмăлланă. Çак туйăм Илья Степановича та пĕчĕклех куçнă. Вăл пиллĕкрех балалайка калама вĕреннĕ, пĕрремĕш класа кайнă тĕле хут купăс та ăста каланă. "Манăн пичче купăс калама пĕлнĕ. Эпĕ вара вăл пÿрнисене купăс тÿмисем тăрăх мĕнле вылятнине пăхса тăрсах вĕрентĕм. Пичче купăсне пытарса хуратчĕ. Пĕрех вăрттăн тупса калаттăм", - аса илет сумлă хăна. Илья Степановичăн юрăсем кĕвĕлес шухăш мĕнле çуралнине те пĕлес килчĕ пирĕн. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл: "Манăн виççĕмĕш сыпăкри пичче, Михаил Ильин, Красноармейскинчи вăтам шкулта истори предметне вĕрентнĕ. Унăн çывăх юлташ пулнă, Константин Павлович Архипов. Вăл шкулта вĕрентнĕ, юрăсем кĕвĕлеме ăста пулнă. Пĕрре çапла пиччесем патне кайсан Константин Павлович юрă кĕвĕлесе ларнине куртăм. Манăн та хăтланса пăхас килчĕ. Библиотекăна кайса хамăн кăмăла килекен виçĕ сăвă суйласа илтĕм. Манăн чи пĕрремĕш юрă Павел Львовăн сăввипе кĕвĕленĕ "Ирсерен кураттăм" ятлă. Иккĕмĕшĕ - "Шупашкар каçĕ", сăмахĕсем Геннадий Лисинăн, тепри - "Сана курсан", Валентин Урташăн сăвви. Çапла вара юрă хыççăн юрă кайрĕ. Вăхăт иртет, хам ватăлатăп, юрăсем вара ватăлмаççĕ". Паянхи куна Илья Степанов виçĕ пине яхăн юрă кĕвĕленĕ. Мăшăрĕ Нина Ивановна çырнă сăвăсемпе кĕвĕленĕ юрă та чылай. Автор 15 юрă кĕнеки пухса кăларнă. Композиторăн малашнехи плансем пысăк. 2015 çулта Красноармейски районĕ 80 çул тултарнă тĕле тепĕр кĕнеке кăларасшăн. "Трак ен композиторĕсем" ятлă сборник пулĕ вăл. Ăна валли вун пĕр авторăн юррисене пухса хатĕрленĕ. Тĕлпулура Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем тата "Шуçăм" фольклор ушкăнне çÿрекенсем пулчĕç. Илья Романович 2013 çулта пичетленсе тухнă "Кил умĕнчи хурăнсем" кĕнекери юрăсене баян каласа шăрантарчĕ. Илья Степановпа Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем хушшинче нумай çул каяллах тĕвĕленнĕ туслăх малашне те çирĕп пулĕ.

Т.НАЗАРОВА, Çĕнĕ Чалкасси ял библиотекарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика