АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комиссин черетлĕ ларăвĕ

09 апреля 2014 г.

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн инспекторĕ И.Павлова "Полици тата ачасем" оперативлă профилактика акцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх тухса калаçнă. Акци пынă вăхăтра комисси членĕсем полици сотрудникĕсемпе пĕрле районти пур шкула та çитсе калаçу ирттернĕ. Ăнăçсăр çемьесене кайса унти пурнăçпа интересленнĕ. 12 çемьене ашшĕ-амăшĕн тивĕçне пурнăçламаншăн администраци енчен явап тыттарнă. Çул çитмен 3 çамрăка тата пĕр çемьене учета илнĕ. Район администрацийĕн сайчĕ çине фотоÿкерчĕксемпе пĕрле 14 статья вырнаçтарнă. Комисси шута илнĕ ачасемпе обществăлла воспитательсем кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле ĕçлени çинчен туса панă отчетсене итленĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕрлĕ формăсемпе тата методсемпе усă курса вĕренекенсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе профилактика ĕçĕсем ирттермелли комплекса пурнăçа кĕртсе пыма сĕннĕ. Обществăлла вырăнсене эрех ĕçсе пынă çул çитмен çамрăксене саккунпа килĕшÿллĕн 500 тенкĕ штраф пама йышăннă. Çамрăк ачасене сăра ĕçме явăçтарнăшăн 2 пин тенкĕ штраф парса айăплаççĕ. Çул çитмен çамрăка воспитани парас тивĕçе ашшĕ-амăшĕ е саккунпа çирĕплетнĕ представителĕсем пăснă 3 тĕслĕхе пăхса тухнă. Çакăншăн 200 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран штраф памалли йĕрке пур. Виçĕ материал тăрăх 110 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăну кăларнă. Ăнăçсăр çемьене профилактика учетне илнĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика