АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлура Шупашкартан килекен сасăсем янăрарĕç

09 апреля 2014 г.

Район администрацийĕн пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен черетлĕ анлă ларăвĕ хăйне евĕрлĕ çĕкленÿллĕ лару-тăрура иртрĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, çавăн пекех Чăваш наци телерадиокомпанине ертсе пыракансем тата корреспонденчĕсем хутшăнчĕç. Журналистсен тĕллевĕ - çак эрнере хăйсен передачисенче Канаш енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата пултаруллă çыннисемпе паллаштарасси. Лару ырă пулăмпа пуçланчĕ. Чăваш наци телерадиокомпанийĕн тата "Канаш телевидени студийĕ" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн директорĕсем А.Магаринпа В.Тимофеев пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç. Ку вара Канаш хулинче пурăнакансем çывăх вăхăтрах кабель сечĕпе Чăваш наци телевиденийĕн передачисене пăхма пултарнине пĕлтерчĕ. Малашлăхра - Канаш тата Тăвай районĕсенче пурăнакансен кăмăлне тултарасси. Канашлăва икĕ пайран йĕркеленĕ. Практикăлла пай "Канмаш" агрофирма" тулли мар яваплă пĕрлĕхре пуçланчĕ. Районти агропромышленность организацийĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансем çак предприятире туса кăларакан ял хуçалăх техникипе паллашрĕç. Вĕсене агрофирма директорĕ А.Лапшин тата Техсăнавăн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров кăтартса, ăнлантарса пычĕç, ыйтусене хуравларĕç. Малалла канашлу район администрацийĕн акт залĕнче тăсăлчĕ. Тĕп ыйту кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттересси çинчен пулчĕ. Кун çинчен район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Çурхи культурăсене 14 пин гектар акса-лартса хăварма палăртнă. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышшисем - 11,1 пин , çĕр улми - 256, пахча çимĕç - 13, выльăх апачлĕх культурăсем - 1372, техника культурисем - 745 гектар. Кунсăр пуçне кĕркунне 4264 гектар акса хăварнă тырă калчисене, нумай çул ÿсекен 4382 гектар курăка пăхса ÿстерес енĕпе тĕрлĕ ĕç тумалла. Ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсене ака лаптăкĕсен 10 процентне пăрçа йышши культурăсем акма сĕнчĕç. Çакăн пек туни тăпра тытăмне лайăхлатать. Валерий Геннадьевич кондицие лартнă вăрлăх, удобренисемпе, хими препарачĕсемпе усă курни пысăк тухăç туса илес шанчăка чăна кăларма май парассине аса илтерчĕ. "Россельхозцентр" патшалăх бюджет учрежденийĕн филиалĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн тĕп агрономĕ Г.Семенова ансат чĕлхепе пахалăхлă вăрлăхăн ял хуçалăх культурисене тухăçлă туса илессинчи вырăнĕ çинчен каласа пачĕ. Уй-хир тăшманĕсемпе чирĕсем çинче, вĕсенчен мĕнле хÿтĕленмелли пирки тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Воробьева районти агропромышленность предприятийĕсен 2013 çулхи финанспа хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Уйрăмах кредитсене парса татасси, тĕрлĕ налуксене вăхăтра тÿлесси çине чылай вăхăт уйăрчĕ. Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕн Канаш хулипе районĕн сăнав уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Прокопьев пушар хăрушсăрлăхĕпе, район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Росреестрăн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн Канашри тĕп эксперт специалисчĕ А.Козлов район территорийĕнче çĕр тĕрĕслевне ирттернин кăтартăвĕсене залра ларакансем патне çитерчĕ. Канашлура калаçу районта ĕçмелли шывпа мĕнле тивĕçтерни çинчен те пычĕ. Çак ыйтупа Федерацин потребитель прависене тата çыннăн ырлăх-сывлăхне хÿтĕлекен службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Канашри территори уйрăмĕн ертÿçи В.Егоров сăмах илчĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш наци радиовĕ калаçма пуçланăранпа 5 çул çитет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, малашнехи планĕсемпе Чăваш Ен телерадиокомпанийĕн радиохыпарлавĕн продюсер центрĕн пуçлăхĕ О.Прокопьев, В.Егоров аслă редактор паллаштарчĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç. Çарпа патриотизм передачисене хатĕрлекен, пирĕн районти Алешево ялĕнче çуралса ÿснĕ Р.Архипов воин-афганецсем хушшинче анлă сарăлнă "У трапа самолета" юрра шăрантарчĕ. Итлекенсем хыттăн алă çупса, тăванĕсем чечек çыххи парса Родион Константиновича ăшшăн тав турĕç. Наци радиовĕн сотрудникĕсем В.Громова, Р.Волкова, А.Герасимова, О.Прокопьев, В.Егоров, Р.Деменцова, Р.Архипов тĕрлĕ çĕрте пулса материалсем хатĕрлерĕç. Районăн тĕп пулăмĕсем çинчен район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Тямина каласа пачĕç. Наци радиовĕ тĕрлĕ темăпа 70 передача хатĕрлет, вĕсенче 80 процентне - чăвашла. Редакторсемпе корреспондентсем 15-ĕн. Владислав Васильевич пултарулăх коллективне малашне те тухăçлă ĕçлеме, эфира интереслĕ материалсем кăларма ырлăх-сывлăх сунчĕ, канашлăва хутшăннисене çак эрнере тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле пушă вăхăтра радиоприемниксен çывăхнерех ларса хамăр района халалланă передачăсене итлеме сĕнчĕ.

 В.АЧЧА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика