04 апреля 2014 г.
Пурнăçра чи кирли - çемьере пĕрне-пĕри ăнланса, килĕштерсе пурăнни. Анчах пирĕн пурнăçра чылай чухне пач урăхла пулса тухать-çке: арăмĕпе упăшки вăрçăнаççĕ, çапăçма та ÿркенсе тăмаççĕ. Çак харкашу-тĕркешĕве ача-пăча курса ÿсет. Çемьере пулса иртекен преступленисене сирсе ярас тĕллевпе районти полицин участокри уполномоченнăйсен пайĕ ятарлă ĕçсем туса ирттернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çÿлерех асăннă тĕслĕхпе 36 преступлени шута илнĕ (пĕлтĕр 50 факт пулнă). Уйрăмах йывăр преступленисем 2 пулнă, йывăр преступленисен шучĕ 22,2 процент чакнă. Обществăлла вырăнта преступлени тăвасси малтанхи çулхипе танлаштарсан 80 проц. сахалрах. Çын вĕлернĕ тата вĕлерессипе хăратнă фактсен шучĕ те пĕчĕкленнĕ. Çын сывлăхне юри сиен кÿнĕ тĕслĕхсем пĕлтĕрхи шайрах юлнă. Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне районти шалти ĕçсен пайĕн профилактика учетĕнче 226 çын учетра тăрать. Çак йышран 20-шĕ - условно йĕркепе тĕрмерен тухнисем, çемьере преступлени тăвакансем - 45-ĕн, ирĕкрен хăтармасăр явап тыттарнисем - 80, çул çитменнисем - 42 тата ыт. те. Вĕсенчен кашнийĕпех уйрăммăн профилактика ĕçĕсем ирттернĕ. Тĕрмерен тухнисен тĕлĕшпе учетпа профилактика ĕçĕ пуçарнă. Малтан судпа айăпланнисене административлă надзора илесси малалла пырать. Çулталăк пуçланнăранпа çул çитмен çамрăксем саккуна пăснă тĕслĕхсем пулман. Учетра тăракан йĕркесĕр 42 çемьере 53 ача пурăнать. Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма пĕр материал хатĕрлесе ярса панă. Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче специалистсемпе, педагогсемпе пĕрле социаллă йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене, преступлени тăвас туртăм пур çул çитмен çамрăксене тĕрĕсленĕ. Административлă участоксенче йĕркелĕхе çирĕплетес тесен участковăйсен профилактика ĕçне, килте çапăçма "юратакансене" тупса палăртса учета илессине вăйлатмалла. Административлă участоксенче притонсене, вăрланă япаласене сутакан, çамрăксем пуçтарăнакан вырăнсене тупса палăртассипе çине тăрса ĕçлемелле.
И.МИХАЙЛОВ, районти полицин участковăйсен пайĕн пуçлăхĕ.