04 апреля 2014 г.
Февраль уйăхĕн пĕр сивĕ каçĕнче Аксарин (хушаматне ылмаштарнă) эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те ялта пурăнакан асламăшĕ патĕнче шăв-шав çĕкленĕ. Людмила ятлă çамрăк хĕрарăмпа хирĕçсе кайнă, ăна питĕнчен алă чăмăрĕпе темиçе хутчен çапнă, аллисенчен туртнă. Çапни-тапнипе кăна çырлахман, хĕрарăма пăвма хăтланнă, вĕлерессипе хăратнă. Людмилăн упăшки те пÿртрех пулнă, анчах вăл арăмне хĕненине курса тăрсах Аксарина чарма вăй-хал çитереймен. Инкек тÿснĕ хĕрарăм каланă тăрăх, Аксарин унăн мăшăрĕнчен самай пысăкрах та вăйлăрах пулнă мĕн. Пÿртри кăшкăрашупа çапăçăва курса хăраса кайнă пĕчĕк ачасем йĕрсе ярсан тин Аксарин хĕрарăма вĕçертнĕ. Следстви вăхăтĕнче арçын хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă.
О.НИКОЛАЕВА, районти полицин дознани пайĕн пуçлăхĕ.