04 апреля 2014 г.
Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Ямашра ĕмĕрне ирттерекен М.Скворцова çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Ялăн хисеплĕ çыннине, тыл ĕçченне, салтак арăмне, педагогика ĕçĕн ветеранне, иккĕмĕш ушкăнри инвалида юбилей ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Петров, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Харитонов тата ытти хаклă хăнасем килчĕç. Мария Ивановна Кремльтен янă салама хумханса итлерĕ. Унăн кăмăлне чечек çыххисем, парнесем, ăшă сăмахсем, вырăнти артистсен илемлĕ юрри-кĕвви пушшех те çемçетсе ячĕç. М.Скворцова нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Хĕрача виççĕ тултарсан ашшĕ 54 çула çитсе пурнăçран уйрăлса кайнă. Çавăнпа та вăл ăна йĕркеллĕ астумасть. Ямаш шкулĕнче Мухтав хучĕпе 7 класс вĕренсе пĕтерсен пĕлĕвне 3 çул Канашри педагогика училищинче ÿстернĕ. - 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче училищĕре сыв пуллашу каçĕ пулчĕ. Киле питĕ кая юлса çуран килтĕмĕр. Яла çитсен вăрçă пуçланни çинчен пĕлтĕмĕр. Виçĕ çул Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипек ялĕнче учительте ĕçлерĕм, ун хыççăн пĕр çулталăк - Иккĕмĕш Хурамалти пуçламăш шкулта. Сиввине те, выçлăхне те, тăраниччен çывăрайманнине те сахал мар тÿсме тиврĕ. Ун чухне чи хаклă, чи тутлă апат çăкăр пулнă. Сĕтел çине ÿкнĕ тĕпренчĕксене пуçтарса çăвара хыпнă. Типсе кайнă çăкăра хальхи вăхăтра тухса пăрахакансенчен питĕ тĕлĕнетĕп, - терĕ Мария Ивановна. 1979 çулччен Ямаш шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă С.Евлампьева качча тухнă. Семен Евлампьевич колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. С.Евлампьев 2001 çулта пурнăçпа сыв пуллашнă. Мария Ивановна Вячеслав ывăлĕн çемйипе пурăнать. Урисем итлеменнипе вăхăта ытларах вырăн çинче ирттерет. Юбилей ячĕпе ачисем, 6 мăнукĕ, 3 кĕçĕн мăнукĕ саламланишĕн ветеран çав тери хĕпĕртерĕ, шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.