АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шурă чечек" акци

04 апреля 2014 г.

Районăн тĕп больницин санитари пĕлĕвĕн çуртĕнче "Шурă чечек" акци ирттернĕ. Туберкулезпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун тĕлне ирттернĕ конкурса тăратнă экспонатсене чÿрече янахĕсем, сĕтелсем çине вырнаçтарнă, ÿкерчĕксене стенасем çумне çакнă. Кунтах - ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен бюллетенĕсем, сочиненисем, рефератсем, информаци буклечĕсем, хутран тата ал айĕнчи материалсенчен хатĕрленĕ япаласем. Тÿресене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăлах пулман. Пултарулăх конкурсĕнче ушкăнпа тунă ĕçсем те нумай. Уйрăмах шкулсем хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçал Ухман шкулĕн 3-мĕш класĕнче ăс пухакан ачасем палăрнă. Вĕсем А.И.Петрова ертсе пынипе салтак тÿмисем ÿсекен уçланкă ăсталанă. Кашни чечекĕ çинче - вĕренекенĕн сăн ÿкерчĕкĕ. Маттур ачасем хăйсен ĕçне туберкулезран асăрхаттарса, сывă пурнăç йĕли-йĕркине пăхăнма ыйтса "Эпир туберкулезпа кĕрешетпĕр" тесе ят панă. Сиккассинчи "Хурăн" ача сачĕн воспитателĕ С.Петрова ал ĕçĕсен куравне çĕлесе ăсталанă вупăр карчăка тăратнă. Вăл пурне те килĕшнĕ. Ытти ял тăрăхĕсен экспоначĕсемпе те интересленсе паллашнă. Вунă çул хушшинче туберкулез чирĕпе кĕрешес енĕпе тунă ĕçсем çинчен каласа паракан фотодокументсем, санитари бюллетенĕсем, брошюрăсем типтерлĕ упранаççĕ. Вĕсемпе кăсăкланакансем нумаййăн пулнă. Урай çине шурă сăрăпа ÿкернĕ чечексем пÿлĕме илемлĕ сăн кĕртнĕ. Шкулсен, фельдшерпа акушер пункчĕсен, библиотекăсен ăстаçисем хутран тунă, ÿкернĕ акци символĕсем, шурă салтак тÿмисем, санитари пĕлĕвĕн çуртне пуянлатнă. Кунта медицина ĕçченĕсем пуçтарăннă. Вĕсем пурне те ерме пултаракан инфекци чирĕпе мĕнле кĕрешмеллине сÿтсе явнă, статистика кăтартăвĕсемпе паллашнă, туберкулеза "çăварлăхламалли" майсене палăртнă. И.Понкратьева врач-фтизиатр "Районта ачасене туберкулеза хирĕçле пулăшу парассине йĕркелесси" темăпа лекци туса панă. Район врач-фтизиатрĕ, медицинăра 39-мĕш çул ĕçлекен Л.Алексеева туберкулез чирĕ, ăна аталанма май паракан условисем, унран мĕнле хăтăлмалли, ăна маларах мĕнле палăртмалли çинчен каласа панă. Кашни çулах районта пурăнакансем флюорографи витĕр тухаççĕ. Çакă вара чирлисене тупса палăртма пулăшать. 2013 çулта халăхăн 74 процентне тĕрĕсленĕ. Флюорографи пÿлĕмĕ ăçта вырнаçнине "манма" пуçланисем те пур-ха. Лидия Митрофановна çак усал чирпе нушаланакансем хушшинче чĕлĕм туртакансем, эрех-сăрапа иртĕхекенсем нумайрах пулнине пĕлтернĕ. Фтизиатр туберкулезран сыватасси çулсерен лайăхланса пынине асăнса хăварнă. Хальхи медицинăн çапла тума майĕсем çителĕклех.

В.КОНСТАНТИНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика