04 апреля 2014 г.
Шупашкарта Культурăпа халăх пултарулăхĕн республика керменĕнче "Раççей юррисем" фестиваль-марафонăн гала- концерчĕ иртнĕ. Асăннă пулăм - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе Чăваш Енре культура çулталăкĕнче йĕркеленĕ пысăк турне. Тăватă кун пынă вăл. Кĕçнерни кун çĕршывĕпе паллă юрăç Канашри культура керменĕнче концерт кăтартнă. Чи малтанах вăл канашсене çăкăр-тăварпа хапăлласа кĕтсе илнĕшĕн тав тунă. Мускаври "Вырăс юрри", Владимир хулинчи "Владимирские рожечники", казак юррисен "Криница", Удмурт Республикинчи "Айкай", Туçи Алтайри "Алас" ансамбльсен юрри-кĕвви куракансен кăмăлне çĕкленĕ. Вырăнти "Арт-лицей", "Парафраз", "Сухай кинемисем", "Кураж" пултарулăх коллективĕсем те ентешĕсене хавхалану кÿнĕ. Çак коллективсем Надежда Бабкина аллинчен "Раççей юррисем" фестивале хутшăннисен дипломне илнĕ. Надежда Бабкинăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса чысланă. Фестиваль йĕркелÿçисемпе унта хутшăннă ансамбльсемпе ушкăнсем Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.