04 апреля 2014 г.
Юн кун район депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта кун йĕркине кĕртнĕ вун ултă ыйтăва пăхса тухрĕç. Ларăва яланхи пекех депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Лару ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсен тата службăсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Килес çул совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитет. Çак пысăк уява пур çĕрте те чыслăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Ачча ял тăрăхĕн хастарĕ, ĕç ветеранĕ Владимир Дмитриевич Мясников ентешĕсене, çитĕнекен ăрăва ĕмĕрлĕх парне кÿрес тесе тăрăшать. Пирĕн районта Совет Союзĕн Геройĕн ятне иккĕн тивĕçнĕ. Анатолий Александрович Иванов Высоковка ялĕнче çуралса ÿснĕ, нумай çул Вăрнар поселокĕнчи хими заводĕнче ĕçленĕ, ăна асăнса палăк лартнă. Антон Петрович Петров çут тĕнчене Ачча ялĕнче килнĕ. Граждан, финн вăрçисене хутшăннă. 1941-1945 çулсенче инженери çарĕсенче службăра тăнă, генерал-майора çитнĕ. 1943 çулхи юпа уйăхĕнче ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă, "Ылтăн Çăлтăр" медальпе тата Ленин орденĕпе наградăланă. Вăл ертсе пынипе çĕр-çĕр кĕпер тунă. Çар тытăмĕнче 43 çул тăрăшнă генералăн чĕри 1982 çулта тапма чарăннă. Ăна Мускаври Ваганьково масарĕн колумбарийĕнче пытарнă. Темиçе çул каялла кĕлне тăван ялĕн масарне илсе килсе тăпра айне тунă. Ачча вăтам шкулĕ 1985 çултанпа Антон Петров ячĕпе хисепленет, ун ячĕллĕ урам та пур. Шкулта та, библиотекăра та паттăр ентешĕн кĕтесĕсене йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть асăну хăми вырнаçтарчĕç. Ачча ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсенче пурăнакансене паттăр ентешĕн палăкĕ çукки пăшăрхантарать. В.Мясников ертсе пыракан пуçару ушкăнĕ халăх кăмăлне тивĕçтересшĕн, Антон Петровичăн ятне яланлăхах упраса хăварасшăн. Бюст лартас ыйтăва район депучĕсен Пухăвне çитерчĕç. Лару майлă йышăну кăларчĕ. Лавĕ вырăнтан хускалчĕ, Ачча тăрăхĕ йышăну хут çинче кăна юлмасса шансах тăрать. Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков икĕ ыйтупа тухса калаçрĕ. Депутатсем район бюджетне мĕнле пурнăçланин отчетне çирĕплетрĕç, кăçал, 2015 тата 2016 çулсем валли планланă бюджета улшăнусем кĕртрĕç. Судăн айăплав приговорĕ вăя кĕнине шута илсе Сиккасси суйлав округĕ район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйланă Н.В.Повернойăн депутат полномочийĕне срокĕ вĕçленмесĕрех чарса лартма йышăнчĕ. Лару районăн муниципалитет службин должноçĕсене лартма кирлĕ квалификаци хушăвĕсене çирĕплетсе вăя кĕртме йышăну кăларчĕ. Районăн муниципалитет пурлăхне хула пурлăхне куçармалли объектсен, патшалăх пурлăхĕнчен районăн муниципалитет пурлăхне кĕртме тăратнă çĕр лаптăкĕсен списокĕсене пăхса тухса çирĕплетрĕç, муниципалитет пурлăхне арендăна памалли йĕркесен положенине улшăнусем кĕртрĕç. Муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогноз планне (программăна) пăхса тухрĕç. Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Э.Яковлев "2013 çулта районта право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттарасси" тĕллевлĕ программăна мĕнле пурнăçланин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Пуху унăн докладне шута илчĕ, йышăнăва тĕрĕслесе тăма саккунлăха çирĕплетес, право йĕркине, вырăнти хăй тытăмлăха тата депутат этикине аталантарас енĕпе ĕçлекен яланхи комиссине хушса хăварчĕ. Депутатсем районăн административлă комиссин положенине тата комиссин составне çирĕплетрĕç. "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕх механизаторне О.Афанасьева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ", район больницин ача-пăча хирургне В.Семенова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ятсем, район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумне С.Ивановăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Трофимова кăкăр çине çакмалли "Чăваш Республикин хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" хисеп палли илме тăратрĕç.
В.АЛЕКСЕЕВ.