02 апреля 2014 г.
Хальхи вăхăтра республикăра,çав шутра пирĕн районта та "Полици тата ачасем" акци пырать. Ку тĕлĕшпе мероприятисен ятарлă планне туса хатĕрленĕ, районти кашни вĕренÿ учрежденийĕ çумне полици сотрудникĕ çирĕплетнĕ. Паян районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕнче 42 çамрăк тата йĕркесĕр 21 çемье учетра тăраççĕ. Çак йышри кашни ачапа полицин офицер составĕнчи сотрудниксем профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Пирĕн районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен шучĕ 31. Вĕсенчен 19-шĕ - вăтам шкул, 8-шĕ - тĕп тата 4 -шĕ пуçламăш шкулсем. Полицин участокри уполномоченнăйĕсен, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсен, следовательсен, уголовлă шырав пайĕн оперуполномоченнăйĕсен, çул-йĕр тата патрульпе пост службисен инспекторĕсен пĕрлехи йышĕ районти кашни шкултах ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулусем ирттерет, саккунсене ăнлантарса парать. Кунсăр пуçне сотрудниксем шкулта учетра тăракан ачасемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçаççĕ, ачасен килти пурнăç йĕркипе паллашаççĕ, канаш параççĕ. Учетра тăракан ачасемпе районти вĕрентÿ управленийĕн психологипе медицина тата социаллă пулăшу паракан центр методисчĕсем кашни уйăхрах тренинг занятийĕсем ирттереççĕ. Йывăрлăха лекнĕ ачасене пĕчченлĕхе хăвармалла мар. Йăнăш тунăскерсем ăна мĕнле тÿрлетмеллине пĕлмеççĕ, çумра пулăшакан çукран тата пысăкрах инкеке кĕрсе ÿкме пултараççĕ. Пирĕн тĕллев - çакнашкал ачасене хăйсен йăнăшне ăнланса илме, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси.
Л.АНТОНОВА, участковăйсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ.