02 апреля 2014 г.
Шăнкăрч Раççейĕн вăтам тăрăхне пуш уйăхĕнче вĕçсе килет. Кайăксем тÿрех хăйсене килĕшекен вырăна шырама, вĕсене йышăнма тытăнаççĕ. Тăван тăрăха таврăнсассăнах кайăксем малтанлăха ушкăнпа вĕçеççĕ. Йăва çавăрма меллĕ вырăн тупсассăн юрă шăрантарма тытăнаççĕ. Юрри шăнкăрчсен хаваслă. Çу уйăхĕн 20-мĕш числи тĕлне "концертсем" вĕçленеççĕ. Каярах мăшăрĕсене çухатнă пĕччен кайăксен юррисене çеç хушăран хушă илтме пулать. Шăнкăрчсем йăва çавăрнă тата çăмарта тунă чухне уйрăмах хастар юрлаççĕ. Шăнкăрч 12 тĕрлĕ вĕçен кайăк пек сасă кăларса юрлама пултарать. Çак тĕлĕнмелле кайăксем вĕллесене хапăл тусах йышăнаççĕ. Енчен те вĕсене маларах çерçисем кĕрсе вырнаçнă пулсан, кун пек хуçасене хăваласа кăларса яраççĕ. Ай сарăмне çемçе япаласенчен пуçтарса хатĕрленĕ хыççăн кайăк 5-6 çăмарта тăвать. Аçипе ами ылмашса 13-15 кун вĕсене ăшăтса лараççĕ. Çăмартаран тухнă чĕпĕсене те "ашшĕпе амăшĕ" иккĕшĕ пăхаççĕ, кунне вĕлле çумне 300 хутчен апатпа пырса каяççĕ. Виçĕ эрне иртнĕ хыççăн чĕпĕсем йăваран тухса пĕр йывăç çинчен тепĕр йывăç çине вĕçе-вĕçе куçаççĕ. Ку вăхăтра вĕсене аçи çеç тăрантарать, ами иккĕмĕш хут çăмарта тума хатĕрленет. Кун пек пулăм яланах тĕл пулмасть. Йăваран вĕçсе тухни пĕр эрне çитсен чĕпĕсем хăйсем тĕллĕн тăранса пурăнма вĕренеççĕ. Аçи çакăн хыççăн çăмартасем çинче ларакан ами патне таврăнать. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче кайăксем ăшă енне вĕçсе кайма хатĕрленеççĕ. Шăнкăрчсем çĕр çинче апат шыраса тăранса пурăнаççĕ. Çуркунне вĕсем хура кураксемпе пĕрле плуг хыççăн çÿресе ăман тата ытти хурт кăпшанкăна пуçтараççĕ. Шăнкăрчсем вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсене те пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çакна шута илсе лесничествăра тăрăшакансем çулсерен вĕллесене юсаççĕ, çавăн пекех çĕннисем туса çакаççĕ. Кăçал, сăмах май, 30 çĕнĕ вĕлле çакнă, 30-ĕшне юсаса йĕркене кĕртнĕ.
И.ФЕДОРОВ.