АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Садсем ĕмĕрех ешерччĕр

02 апреля 2014 г.

Сад ĕрчетесси - çемьери хутшăнусене çирĕплетме, ачасене ĕç воспитанийĕ пама, канăва усăллă йĕркелеме, çут çанталăка пуянлатма, кил-йыша паха улма-çырлапа тивĕçтерме пулăшакан ырă ĕç. Сад çынна тупăш та, сывлăх та кÿрет. Хальхи вăхăтра улма-çырлапа суту-илÿ тăвакан вырăнсенче Турципе Европăран кÿрсе килнĕ çимĕç нумай, вĕсем куçа илемĕпе илĕртеççĕ. Çимĕç пахалăхне чухлакан çын вара хамăр таврара лартса ÿстернĕ çимĕç суйлать. Вĕсем пăхма илемлех мар пулин те пирĕн климатра çитĕннĕ. Импорт çимĕçсем вегетаци вăхăтĕнче пысăк тухăç паччăр тесе минерал удобренийĕсемпе виçесĕр апатлантараççĕ. Çавăнпа вĕсен илемĕ пур, анчах усси сахал. 2010 çул çĕр ĕçченĕсемшĕн питĕ йывăр килчĕ. Çумăрсăр тата тĕлĕнмелле шăрăх çу çĕр çинче ĕçлекен умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратрĕ. Халиччен кун пеккине курманскерсем, шăрăхпа кĕрешме хатĕрленеймерĕмĕр. Федор Карягин профессор тĕпчевĕсем тăрăх, çуркуннехи юлашки сивĕсем ир пулаççĕ, кĕрхи сивĕсем каярах килеççĕ. Çавна май сивĕсĕр хĕл тапхăрĕ юлашки çулсенче палăрмаллах вăрăмланнă. Хĕл пĕр уйăх кĕскелнине, ăшăрах пулнине палăртать вăл. Ку вара улма-çырла йывăççисемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Волгоград, Самар, Ульяновск облаçĕсем çакна иртнĕ ĕмĕртех туйса курнă. Шăрăх çанталăкпа çыхăннă пулăмсене Чăваш Енре те курма пуçларăмăр. Уйрăмах çакă Елчĕк, Комсомольски районĕсенче вăйлă палăрать. Ĕлĕк ÿсен-тăрана шăрăхран хÿтĕлеме шăвармалли системăпа анлă усă куратчĕç. Ялсенче пĕчĕк-пысăк юхан шывсем çинче темиçешер пĕве пĕвелетчĕç. Шывсемпе çырмасен хĕррисене йывăçсем лартатчĕç. Юлашки 20-30 çул хушшинче шыв шăвармалли система манăçа тухрĕ. Атăл тăрăхĕнчи ытти облаçпе танлаштарсан Чăваш Ен географи тĕлĕшĕнчен питĕ лайăх вырăнта ларать. Тăпрапа климат условийĕсене илес пулсан та сад-пахча ĕрчетме лайăх. Пирĕн тăрăхра тăпрари нÿрĕке тытса тăма пулăшакан тăмлă çĕр лаптăкĕсем ытларах. Хăйăрлă çĕрте вара, Атăл леш енче, тĕпрен илсен лăсăллă йывăçсем ÿсеççĕ. Улма йывăççисене çырмасен хĕррипе лартма сĕнетĕп. Мĕншĕн; Кунта вĕсем хĕллехи сивĕсене çăмăлрах тÿссе ирттереççĕ. Çырмаллă, тăвайккиллĕ вырăнсене лартнă улмуççисем пысăк тухăç параççĕ. 2011 çулта эпир Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнче улма-çырла питомникĕ тума 1200 тăваткал метр çĕр лаптăкĕ илтĕмĕр. Пĕлтĕр унăн калăпăшне палăрмаллах пысăклатрăмăр. Çав участокра 51 тĕрлĕ сорт 228 тĕп груша хунавĕ, 62 сорт 224 тĕп улмуççи, шултра вăрăллă çимĕçсем 62 тĕп, 48 сорт 110 тĕм виноград, 8 сорт 51 тĕп аçтăрхан мăйăрĕн хунавĕсене, çырласем лартса хăвартăмăр. Сортсене эпĕ 18 çул тĕпчесе, тишкерсе, ÿстерсе пăхса пуçтартăм. Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕн наука докторĕпе Ирина Исаевăпа тачă çыхăну тытса ĕçлетĕп, вăл мана усăллă канашсемпе нумай пулăшать. Тыр-пул лартса ÿстерессин йĕрки çакнашкал: паха вăрлăх, удобренисем, гербицидсем, тухăçа пухса кĕртесси. Пан улми е груша йывăççине лартса вăл çимĕç пама пуçличчен сахалтан та 4-5 çул иртет. Çак тапхăрта çын алли кашни хунава темиçе хутчен тытса пăхать: вăррине акать, хунавсене сыпать, куçарса лартать, вĕсене хурт-кăпшанкăран хÿтĕлет. Тĕрĕс-тĕкел хунанă йывăç 5-6 çултан çимĕç пама тытăнать, тухăçне кашни çул ÿстерсе пырать. Чăвашра сад-пахча ĕçĕ ĕлĕкех аталаннă. Пирĕн вăрмансенче хăмлапа пĕрле халĕ те улмуççисем ÿсеççĕ. Канаш, Çĕрпÿ, Вăрмар, Тăвай районĕсенче тăпра сийĕн тытăмĕ сад-пахча лартма уйрăмах лайăх. Кунти çĕр тытăмĕ тăмлăрах. Ахальтен мар тăр Чăваш Енри пĕрремĕш питомнике Çĕрпÿре лартнă. Патăрьелĕнчи питомникра ÿстернĕ хунавсем хура тăпраллă вырăнсенче лайăхрах хунаççĕ. Ютран илсе килсе сутакан хунавсем пирĕн тăрăхри условисенче пит ÿсесшĕнех мар. Чăваш Енри сад-пахчаçăсен Союзĕ çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ: Чăваш çĕрĕнче пан улмисен хĕллехи сортне лартсан вырăнлăрах. Вĕсем нÿхрепре пахалăхне çухатмасăр апрель-май уйăхĕсемчченех упранма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, Богатырь, Зимняя красавица, Подарок Графскому, Голубь Мира, Бефорест, Московское зимнее, Имрус, Веньминовское, Строевское, Орловское, Полесье, Солнышко, Память Тихомирова, Северный Синап, Уэлси, Чашниковское, Татьянин день, Кутузовец тата ытти сортсене лартма сĕнетĕп. Вĕсем хĕллехи сивĕсене тÿсеççĕ, çимĕçне ир пама пуçлаççĕ, тути те тутлă. Хамăр тăрăхра туса кăларнă улмуççи сорчĕсене лартсан та аванччĕ. Аристотель Иванович Иванов (86 çулта) гибрид-1114, Сталинградская Битва, Нежность Чувашии, Краса сада, Красный налив сортсем кăларнă. Вĕсем çулленех пысăк тухăç параççĕ. Грушăна авалах "патшасен парни", вăл тĕрлĕ чиртен сыватать тенĕ. Грушăна лартнă хыççăн 3-4 çултан çимĕç пама тытăнать. Пирĕн тăрăхри çут çанталăк условийĕсенче Лада, Чижовская, Нарядная Ефимова, Москвичка, Память Яковлева, Любимица Яковлева, Августовская роса, Белорусская поздняя, Отрадненская, Крупноплодная Сусова, Куйбышевская поздняя, Осенняя крупноплодная, Тани, Вахта, Феникс тата ыт. сортсем лайăх тухăç параççĕ. Виноград лартса ÿстерме пире Турă хăй хушнă темелле. Чăваш Енри çут çанталăк условийĕсенче виноград çитĕнтерме питех те меллĕ. Çуллахи кунсем вăрăм, хĕллехи сивĕсенче вара çак çырлан сăтăрçисем вилеççĕ. Кÿршĕллĕ Мари Республикинче виноград пиçсе ĕлкĕреймест, Ульяновск облаçĕнче, кăнтăрти пек, чирлет. Апла тăк хими им-çамĕсĕр çырлана пирĕн тăрăхра кăна çитĕнтерме пулать. Чăвашра сад, виноград, чечек, пахча çимĕç çитĕнтерме лайăх. Çак ĕçсене Муркаш районĕнчи опытлă вăрманçă тата сад ăсти Александр Ванюшкин ăнăçлă туса пырать. Манпа пĕр шухăшлă çынсем Канаш районĕнче те пурри савăнтарать. Акă, Сител ялĕнчи Михаил Андреев нумай çул ĕнтĕ кăвак чăрăш, аçтăрхан мăйăрĕ, улмуççи, груша, тĕрлĕ сортлă çырласем ĕрчетессипе ĕçлет. Кунсăр пуçне вăл ăста хурт-хăмăрçă.

П.СЕМЕНОВ, Чăваш Енри сад ăстисен Союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика