02 апреля 2014 г.
Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче çĕршывра Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин шалти çарĕсен кунне паллă турĕç. Çак çарсен чаçĕсенче службăра тăнисем Канаш хулипе районĕнче те сахал мар. Пысăках мар ушкăн хулан тĕп лапамĕнче постамент çине вырнаçтарнă вертолет умне пухăнчĕ. Пĕр-пĕринпе паллашнă, службăри паллă самантсене аса илнĕ хыççăн Афганецсен скверне çул тытрĕç. Кунта монумент умĕнче пысăках мар митинг иртрĕ. Ăна Чечняри событисене хутшăннă ветерансен организацийĕн председателĕ А.Морозов уçрĕ. Митингра республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов, хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Жураев, ДОСААФ- ăн Канашри автошкулĕн пуçлăхĕ В.Анисимов, Афганистан вăрçин ветеранĕсен Раççейри союзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн Канаш хулинчи, Канаш тата Тăвай районĕсенчи уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев саламларĕç. А.Николаева, И.Иванова, В.Башмакова тата А.Яковлева çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин çарĕсен мухтавлă традицийĕсене ялан малти вырăна хунăшăн, уяв ячĕпе саламласа, çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунса Раççейри афганецсен союзĕн тата "Çарти тăванлăх" организацийĕн Канашри уйрăмĕн грамотине парса чысларĕç. Д.Петрова "Раççейĕн шалти çарĕсен ветеранĕ", А.Зеленова "Раççей спецназĕ" медальсемпе, А.Митрофанова "Раççей Шалти ĕçсен министерствин шалти çарĕсене 200 çул" паллăпа наградăларĕç. Тăван çĕршывăн шалти интересĕсене хÿтĕлесе пуçĕсене хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, монумент умне чечексем хучĕç.
В.АЧЧА.