АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çерем уçма хутшăннисене хăйсем çинчен пĕлтерме ыйтаççĕ

19 марта 2014 г.

2014 çулта Раççейре çеремлĕ тата пушă выртакан çĕрсене ĕçе кĕртнĕренпе 60 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çак паллă куна халалласа пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче савăнăçлă пуху иртĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче çерем уçма хутшăннă, хальхи вăхăтра республикăра пурăнакансен списокне тĕрĕслесе çирĕплетеççĕ. Çеремлĕ тата пушă выртакан çĕрсене ĕçе кĕртме хутшăннă çынсене хула тата район администрацийĕсене, çавăн пекех вырăнти ветерансен канашĕсене пыма ыйтаççĕ, çак ĕçе пуш уйăхĕн 14-мĕшĕччен пурнăçламалла. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (8352) 55-58-22 (Шупашкар хули) 8 (8352) 77-12-84 (Çĕнĕ Шупашкар хули) 8(83533) 2-23-86 (Канаш хули) 8 (83531) 2-03-68 (Улатăр хули) 8 (83536) 5-99-87 (Çĕмĕрле хули) 8 (83534) 2-23-11 (Куславкка хули). Тĕплĕнрех пĕлес текенсем Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствине 8 (8352) 64-22-45 телефонпа шăнкăравласа ыйтма пултараççĕ. Çерем уçма 1954 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче тытăннă тесе палăртнă, вăл кун ЦК КПСС Пленумĕ "Çеремлĕ тата пушă выртакан çĕрсене ĕçе кĕртесси тата çĕршывра тыр-пул туса илессине ÿстересси çинчен" ятарлă постановлени кăларнă пулнă. Документра çак тĕллеве палăртнă: Казахстан, Çĕпĕр, Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи пулăхлă çĕрсене ĕçе кĕртсе тыр пул туса илессине кĕске вăхăтра ÿстересси. Çерем уçма кайма 1,6 миллион çамрăк килĕшнĕ пулнă. 1954-1960 çулсенче СССРта 42 млн. гектар çерем уçнă. Вĕсенчен Раççейре - 16,3 миллион гектар, вăл шутра Алтайра - 2,9 млн. гектар. Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика