21 марта 2014 г.
Районта черетлĕ Информаци кунĕ ирттерме Шупашкартан информаци ушкăнĕ çитрĕ. Ушкăнра - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн патшалăха аталантарассин, вырăнти хăй тытăмлăхăн, регламентпа депутат этикин комитечĕн председателĕ Н.Малов, "Советская Чувашия" хаçат" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ В.Васильев, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ В.Степанов, Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн управлени пуçлăхĕн çумĕ Г.Чурбанов. Район администрацийĕн акт залĕнче кÿртĕм инструктаж ирттернĕ хыççăн информ-ушкăнсен членĕсем ял тăрăхĕсене тухса кайрĕç. Ял çыннисемпе тĕл пулса Чăваш Республикинче иртнĕ çул демографи программине пурнăçа мĕнле кĕртни, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси, муниципалитет тытăмĕнчи çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилесси, уйрăм категорисенчи граждансене коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме социаллă çăмăллăхсем парасси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси, çÿп-çапран тасатасси тата çурхи шыв-шура кĕтсе илме хатĕрленесси мĕнле пыни, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă мероприятисене пурнăçласси çинчен калаçрĕç. Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Н.Малов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Кăшнаруй тата Атнаш ял тăрăхĕсен çыннисемпе тĕл пулчĕç. Шуркассинчи культура çуртĕнче Улаксар, Ешкилт, Кăшнаруй, Шуркасси çыннисем пухăнчĕç. Николай Владимирович информкун темине республика пурнăçĕпе çыхăнтарса çутатрĕ. Владислав Васильевич районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн цифрисемпе усă курса калаçрĕ. Ыйтусем нумай пулчĕç. Вĕсем ял тăрăхĕнчи çулсене юсаса тăрассипе, ял урамĕсене хытă сий сарассипе, пенси виçипе, ĕç стажĕпе, халăхран пуçтаракан сĕт хакĕпе, ял хуçалăхĕн малашнехи аталанăвĕпе, Шуркассинчи культура çуртне тĕпрен юсассипе е çĕнĕрен тăвассипе çыхăннă. Пĕри те хуравсăр юлмарĕ. Атнаш ял тăрăхĕнче те тĕл пулу ăшă атмосферăра иртрĕ. Граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç. Крымри событисемпе интересленчĕç. Ăна Раççей Федерацийĕн тытăмне илесси çинчен калакан килĕшĕве ырларĕç. В.АЛЕКСЕЕВ. х х х Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Владимир Степанов хутшăнчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - социаллă аталану пайĕн ертÿçипе Валентина Алантьевăпа тата Раççей Пенси фончĕн Канаш хулипе тата Канаш районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕпе Ольга Петровăпа пĕрле Карăклă тата Шăхасан ял тăрăхĕсенче пурăнакан халăхпа курса калаçрĕ. Тĕл пулусенче, тĕпрен илсен, 2013 çулта демографи лару-тăрăвĕ мĕнле пулнине сÿтсе яврĕç, районта агропромышленность комплексне аталантармалли çул-йĕре тишкерчĕç. Ял тăрăхĕсенче çĕр участокĕсене инвентаризацилесси, уйрăм категорири çынсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусем тÿленĕ чухне социаллă пулăшу кÿрессипе çыхăннă ыйтусене те тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕ - чи çивĕч темăсенчен пĕри. Владимир Николаевич пушарсем чылай чухне çынсен айăпне пула тухнине палăртрĕ. Информаци кунĕнче министерство ячĕпе тăратнă çул-йĕрпе çыхăннă ыйтусене пурне те шута илнĕ, ку тĕлĕшпе республика шайĕнче татса памалли задачăсене Транспорт министерстви контроллесе тăрать. ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин пресс-служби.