26 марта 2014 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, ватă çынсене улталанă тĕслĕхсен шучĕ ÿснĕ. Ултавçăсем ватă çынсен укçине вăрлас тĕллевпе темĕнле май та шыраса тупаççĕ. Ытларах чухне вĕсем пĕрешкел схемăпа усă кураççĕ. Право йĕркине сыхлакансем пек пулса ватă çынсене вĕсен тăванĕ авари туса айăпланнă тесе улталаççĕ, укçа тÿлесен çав çынна уголовлă яваплăхран хăтарма пултаратпăр теççĕ. Чылай чухне инкек тÿсекенсем - пенси ÿсĕмĕнчи çынсем. Телефонпа шăнкăравласа ултав серепине кĕртсе ÿкерекенсем сире эсир пысăк сумма выляса илнĕ тесе те пĕлтерме пултараççĕ. Сирĕн ултавçăсенчен туяннă медицина аппарачĕшĕн компенсаци илмелле, анчах та малтан çав суммăшăн 13 процент налук тÿлемелле теççĕ. Палламан çын шăнкăравне илтсен тÿрех хыпăнса ан ÿкĕр. Вăл мĕн хушнине тума ан васкăр, малтан çывăх çыннăрсемпе çыхăнса вĕсем çинчен ыйтса пĕлĕр. Васкаса тунă ĕçе пула пысăк укçа-тенкĕ çухататăр. Чикан е молдаван çыннисене нихăçан та хăвăр пата çĕр каçма ан кĕртĕр. Вĕсем сирĕн шанăçа кĕрсе юмăç яма, çавна май хаклă япаласемпе укçа-тенке вăрласа кайма пултараççĕ. Хăш-пĕр чухне мошенниксем хăйсене банк е социаллă ĕçченсем пек те тыткалаççĕ. Кивĕ укçана çĕннипе улăштарма пултарнине, çак пулăшупа ватă çынсене кăна тивĕçтернине пĕлтереççĕ. Укçа улăштарма шутланă çынсене "Кулăшсен банкĕ" суя укçа тыттарса хăварнă тĕслĕх те чылай тĕл пулать. Ултав-çăсем пĕччен пурăнакан ватăсем патне кĕме тăрăшаççĕ. Япшар чĕлхеллĕскерсем ватăсен шанăçне кĕме пĕлеççĕ, çавна кура çăмăллăнах улталаса хăвараççĕ. Ватă тата пĕччен пурăнакан аслă ÿсĕмри çынсене уйрăмах асăрхаттарса калас килет: палламан çынсене ан ĕненĕр, вĕсене ан шанăр! Пĕлмен çын сире ырă тăвас шутпа çÿремест. Халĕ çамрăксем кăна мар, ватăсем те кĕсье телефонĕпе усă курма пĕлеççĕ, çавăнпа та сирĕн патăра палламан çын килсе мĕн те пулин туянма е ылмаштарма сĕнчĕ пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр полицие шăнкăравлăр (49-0-02). Районти уголовлă шырав пайĕ.