26 марта 2014 г.
Çуркунне çывхарса килнĕ май утарçăсем çунатлă туссене тата тимлĕрех итлесе тăма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕрхи çул, юлашки çичĕ çулпа илес пулсан, ăнăçлă тата лайăх пулчĕ. Çакă вĕлле хурчĕ тытакансемшĕн лайăх пулăм, килти хушма хуçалăха самаях пулăшу кÿрет-çке-ха. Çăка йывăçĕ лайăх нектар кăларнипе палăрса тăчĕ. Ăста утарçăсем пĕр вĕллерен 40-60 килограмм таран паха çăка пылĕ юхтарса илме пултарчĕç. Çăка çеçкене ларнă вăхăтра сăнаса тăракан тараса çинчи вĕлле талăкра 7-8 килограмм таран йывăрланса пычĕ. Кун пирки пĕлтĕрхи хурт-хăмăр-çăсен семинар-канашлăвĕнче тĕплĕн каласа кăтартнăччĕ. Вĕлле хурчĕсем çак хĕле пысăк çухатусемсĕр каçнă теме пулать. Уйрăм хушма хуçалăхсенче çеç 2-3 çемье выçăпа вилнине калаççĕ. Сăлтавĕ çакăнта: чÿк-раштав уйăхĕсем ытти çулсемпе танлаштарсан ăшăрах пулчĕç, вĕлле хурчĕсем çавна май çăмхана часах чăмăртанмарĕç, апат саппасĕсене ытларах çирĕç. Кĕркуннехи ревизие çурла уйăхĕн вĕçĕнче е авăн пуçламăшĕнче туса ирттеретпĕр, ун чухне хĕл каçма апачĕ çителĕклĕ пек курăнать, анчах та малашнехи çанталăка шута илме пултарайманнипе çунатлă туссем выçăпа вилме пултараççĕ. Çак уйрăмлăхсене те шута илмелле: вĕлле хурчĕсен карпатский тĕсĕ, среднерусскийсемпе танлаштарсан, хĕл каçиччен 2-4 килограмм апат ытларах çиет. Çавна май утарçăсене уйрăмах тимлĕ пулма асăрхаттаратăп. Канди парса пулăшма манса каяс марччĕ. Вĕлле хурчĕсем пĕрремĕш вĕçев тусан кандие чечек тусанĕпе парсан питĕ аван. Каярах инвертлă шерпет памалла, унта ковитсан препарат хушни вырăнлă, çакă амана çăвăр нумайрах сапма пулăшать. Вĕлле хурчĕсем аван хĕл каçнине çÿлерех асăнса хăвартăм, çакă кăçал та пĕлтĕрхи пекех лайăх пыл илме шанăç парать. Çуркунне вĕллесене лайăх тасатнă е урăх вĕллесене куçарнă хыççăн электричество вăйĕпе ăшăтмалли меслетпе усă курсан кашни вĕллерен пыл илесси икĕ хут ÿсме пултарĕ. Кун пирки пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче иртекен семинар-канашлура калаçма палăртнă. Вăл 10 сехетре пуçланать. Çавăн пекех унта Рязань облаçĕнчи Рыбное хулинче вырнаçнă хурт-хăмăр академийĕнчен лекци вулама килĕç. Утарçăсене кăсăклантаракан ыйтусем çине вĕсем татăклă хуравсем парĕç. Халиччен районта иртекен хурт-хăмăрçăсен канашлăвне çĕршыври хурт-хăмăр академийĕнчен хутшăнни пулман.
Н.ПИРОЖКОВ, кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен утарçă зоотехник.