АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла куçас шухăш пур

26 марта 2014 г.

ИТАР-ТАСС агентствинче пысăк хуласенче халăх йышланнипе çыхăннă ыйтусемпе пресс-конференци йĕркелерĕç. Халăх куçăмĕпе социологи тĕпчевĕ ирттернĕ. Тÿрех каламалла, ун пĕтĕмлетĕвĕсем чылайăшне тĕлĕнтерчĕç. Уйрăмах Экономикăн аслă шкулĕн профессорĕн С.Барсуковăн сăмахĕ асра юлчĕ. Ыйтса пĕлнисен (хулара тĕпленнисен) 29 проценчĕ яла куçма хирĕç мар иккен. 25 млн çын ку! Ял тăрăхĕсен аталанăвĕн проекчĕсене хатĕрлекен тата çĕр йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомство (РосЗем) специалисчĕсем те çав цифрăна илсе кăтартаççĕ. Хулана ялпа улăштарас текенсене чи малтанах ĕç вырăнĕ кăсăклантарать. Паллах, вĕсен çул тăкакĕсене саплаштарас, пособи тÿлес, çурт е хваттер, çĕр лаптăкĕ туяннă чухне çăмăллăхсем парас ыйтусем тухса тăрĕç. Хальхи саманара хула ырлăхне пăрахса яла çул тытакансене иртнĕ ĕмĕрти 50-60-мĕш çулсенчи çерем çĕр уçнисемпе ан танлаштарăр. Казахстанри е Алтайри уй-хирте палаткăсем карса пурăннă, каярахпа поселоксем çĕкленнĕ, хăшĕ-пĕри унтах пурăнма юлнă. Паянхи çынна ĕçпе çеç илĕртеймĕн. Çурчĕ те кирлĕ, ача сачĕпе шкулĕ те. Федераци Канашĕн членĕ, Раççейри хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ассоциацийĕн ертÿçи В.Плотников патшалăх яла хывакан укçа виçине темиçе хут ÿстерме чĕнсе каларĕ: - Агропромышленноç комплексне çĕнĕ варкăш вĕрсе кĕртмесен, ял тăрăхĕсене вăхăт ыйтнă пек аталантармасан пĕтĕм ĕмĕт-шухăш путланĕ, - терĕ вăл. - Хулари кашни тăваттăмĕш çын хăйĕн шăпине ялпа çыхăнтарассине ĕненместĕп эпĕ. Ăçтан туртса кăларнă ку цифрăна; Шухăша яракан урăхла тĕслĕхсем пур ман: малашлăх çуккипе çамрăксен 40 проценчĕ хулана туртăнать. Иртнĕ халăх çыравĕнче çĕршыв картти çинче 28 пин ялпа поселока кăтартнă, анчах вĕсенче никам та пурăнмасть вĕт-ха. Ялсен 28 процентĕнче вунă çын та шутласа кăлараймăр. 2000 çултанпа 12,4 пин шкул хупăннă. Фельдшер пункчĕсен шăпи те çавнашкал. Ку çеç-и; Пульницана каякансен урăх района танккама тивет, машина тытмалла. Шкул е медпункт хупăнсан ял пĕтесси куç кĕрет. Иртнĕ ĕмĕрти тата хальхи аграри политикин тÿнтер енĕсем çавăн патне илсе çитерчĕç. Хречен çĕртен сивĕнчĕ. Ялтан тухса каякансен 63,9 проценчĕ ĕç укçипе кăмăлсăр, 30 проценчĕ пушă вăхăта мĕнле ирттермеллине пĕлмест. Хăвăр шухăшласа пăхăр: Раççейре 100-120 млн гектар пулăхлă çĕр усăсăр выртать. Кам сухаласа акĕ ăна; Çапла ыйтрăмăр хуларан яла куçакансен пĕрлĕхĕн ертÿçинчен А.Гуськовран. Вăл каланă тăрăх -пирĕн çĕршывра урăх çĕре куçакансен тата çĕр йĕркелĕвĕн программине туса хатĕрлеме вăхăт çитнĕ. Асăннă проекта Гуськов малтан Мускавран 500çухрăмра вырнаçнă тăрăхсенче сăнаса пăхма сĕнет. Куçакансене хавхалантарма "Çĕр капиталĕ" сертификат памалла. Амăш капиталĕ пек ятран çырса хатĕрлемелле ăна, вара лайăх çĕрсене хапсăнакан тупăнмĕ. Çĕр сертификачĕ мĕн хака ларасси тавлашу çуратрĕ. Пĕрисем ун виçине 500 пинрен (Мускав облаçĕнче) кая мар тумалла теççĕ, теприсем 3 млн тенке çитересшĕн -Байкал тăрăхĕ валли. Çул тăкакĕсене саплаштармалла. Çурт туянмалла е арендăна илмелле, çĕр çинче ĕçлеме хатĕр-хĕтĕр кирлĕ. Сертификата урăх тĕллевпе усă курма юрамасть. Ялшăн тунсăхланисене ку условисем тивĕçтереççĕ-ши; Татса калама хĕн. Паян яллă вырăнсенчи çурт-йĕр фончĕн 24,6 проценчĕ централизациленĕ газпа, шывпа, канализаципе усă курать. Ирĕксĕрех çапла ыйтас килет: ыттисем иккĕмĕш сортлă çынсем-и; Тен, çавăнпа ĕмĕрне пылчăк çăрса ирттернĕ доярка е механизатор ачи-пăчине хулара çын пек пурăнма пуçлăр тесе ăсатать. Калуга облаçĕнчи пĕр район пуçлăхĕ брифингра калани пуçран тухмарĕ. - Яла ĕçлеме килекен çукпа пĕрех. Аслă шкул пĕтернисем каялла таврăнмаççĕ. Вырăнти вăй питти халăх пысăк хуласене шапаша çÿрет. Регистраци кĕнеки тăрăх вĕсем кунтах шутланса тă-раççĕ, анчах çыннине курмастпăр. Тухтăрсем валли темиçе хваттер туса лартнăччĕ, пÿлĕмсене вут хутса ăшăтмаллине пĕлсенех тара пачĕç. Мĕнле тытса чарăн; Мускавра ăшă та хăтлă кантурсенче ял валли ăслă саккунсем çыракансене хăйсене яла кайса ярасчĕ. "Упа шăтăкĕнчи" пурнăç тути-масине туйса илччĕр. Тĕрĕссипе, ял мĕнле сывланине пĕлмеççĕ-çке вĕсем. Эпĕ шутланă тăрăх - патшалăх тытăмĕнче вăл е ку должноç йышăнма хатĕрленекен çын малтан ял тăрăхĕнче ĕçлесе пăхма тивĕç, вара тин тÿре-шарана ăс кĕрĕ. Фермерсен пĕрлĕхĕн пĕр съездĕнче Путин та ларатчĕ. Куçран пăхса каларĕç ăна: - Хăй акса тăвакан çĕр çинче фермера мĕншĕн çурт лартма ирĕк памаççĕ; Патшалăх ертÿçи тивĕçлĕ ведомствăсене хушу пама шантарнине ĕнентĕмĕр. Унтанпа икĕ çул сисĕнми иртрĕ. Ахăртнех, документ министрсен пÿлĕмĕсенче çĕтнĕ-тĕр. Тÿресен ялан пĕр сăмах - çавăн чухлĕ сĕт суса илнĕ, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ тата ытти те. Цифра хыçĕнче хирте тапаланакан çынни курăнмасть. Нумаях пулмасть тепĕр хыпар пĕлтĕмĕр. Ял хуçалăх министерствинче ял тăрăхĕсен инфраструктурине йĕркелемелли регионсен проекчĕсене пăхса тухнă. Пилĕк регион социаллă ыйтусене татса пама хатĕр мар. Эппин çав пуçлăхсем "ял çук - ыйту çук" принципа тĕпе хурса пурăнаççĕ. Унашкал кăлава кирлĕ мар хресчене. А.РЫБАКОВ. "ХС", 14 №, 2014, нарăс 26.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика