АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке ырра вĕрентет

26 марта 2014 г.

Республикăра çулсерен "Литературăллă Чăваш Ен, чи лайăх вуланакан кĕнеке - 2012" акци-конкурс иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - халăхăн вулас туртăмне тата кĕнеке пĕлтерĕшне ÿстересси. Çĕнĕ Шелттем ял вулавăшĕнче çав конкурса хутшăнса "Литературăллă Чăваш Ен, кĕнеке - 2012" ятпа курав йĕркеленĕ. Кунта Чăваш кĕнеке издательствинче 2012 çулта пичетленсе тухнă 28 кĕнеке хăйсен вырăнне тупнă. Ку куравпа пысăккисем те, пĕчĕккисем те кăмăлласах паллашаççĕ. Кураври 14 кĕнеке - ача-пăча валли çырнă хайлавсем. Калас пулать, кĕнеке тусĕсем вĕсемпе питĕ кăмăллă, вулама интереслĕ, ÿнерçĕсем илемлĕ ÿкерчĕксем кĕртес енĕпе нумай тăрăшнă. Кĕнекесене вуласан нумай лайăххине пĕлетĕн, тавра-курăм ÿсет. Вулавçăсене кĕнекесемпе тата та çывăхрах паллаштарас тĕллевпе вулавăшра, шкулта тишкерÿсем, калаçусем тата ытти тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çак кунсенче Шелттемри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта, "Çăлтăрчăк" ача садне çÿрекен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе "Литературăллă карусель" кĕнеке уявĕ иртрĕ. Малтанах кĕнеке тусĕсене ял вулавăшĕн ертÿçи Иванова Таисия Васильевна акци-конкурсăн положенийĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ял вулавăшĕ йĕркеленипе пирĕн вулавçăсем çак конкурса кашни çулах питĕ хастар хутшăннине палăртрĕ. Кĕнеке тусĕсем çĕнĕ кĕнекесемпе интересленсех тăраççĕ. Уява тăснă май кĕнеке тусĕсем кĕнеке çинчен ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Ку енĕпе 1-мĕш класра вĕренекен К.Чайников, К.Кондратьев маттур пулчĕç. Пĕчĕккисене вара ваттисен сăмахĕсене аса илме ашшĕ-амăшĕ пулăшрĕ. Тăван Çĕршыв, Тăван ен, çуралнă кил - кашни çыншăн чи хакли, чи çывăххи. Çакна палăртса Д.Степанов, К.Кондратьев А.Лукашин çырнă "Ту качаки" кĕнекери "Раççейĕм" тата "Эпир - Чăваш Ен ачисем" сăвăсене хавхаланса вуларĕç. Кĕçех çу кунĕсем çитессе палăртса А.Сергеева, А.Еврукова, Д.Елисеева "Чечек", "Яла каятăп", "Ăмăрту - вăй-хал уççи" ятлă сăвăсене савăнса вуларĕç. Ку сăвăсем А.Ильинăн "Асамат кĕперĕ", Н.Ишентейĕн "Пĕчĕк салтак" кĕнекисенчен пулчĕç. Сăвăсем ачасене часах çу кунĕсенче çарран ăмăртса чупассине, выляма вăхăт çитессине тата чечек-çырла шăршине аса илтерчĕç. Кĕнекесем çав вăхăтрах хăйсен тусĕсене ĕçчен пулма та вĕрентеççĕ. Акă А.Еврукова, К.Юркин "Пăрчăкан пек хĕрача", "Ылтăн чăмăркки" сăвăсене аван вуларĕç. Çапла, мĕн пĕчĕкрен пилĕк авса ÿссессĕн çын ĕçчен те маттур пулать. Пурнăçра мĕн пур ĕçе пĕчĕкрен ĕçлеме вĕренмелле. Ача садне çÿрекенсенчен тăваттăшĕ çитес вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш класа кайма хатĕрленет. Д.Васильев А.Лукашин çырнă "Ту качаки юрри" кĕнекери "Эп кĕçех каяп шкула" сăвва питĕ çĕкленÿллĕ вуларĕ. Дима шкула кайма тахçанах хатĕррине пĕлтерчĕ, портфель, шкул хатĕрĕсем илсе хунă. Кĕçĕн çулхи ачасене чăваш çыравçи А.Смолин чи илемлĕ кĕнеке парнеленĕ, "Асамлă азбука" ятлă вăл. Вулар-ха: Каймĕ вĕренÿ сая Пур пулсассăн А-па Я. Çавăнпа та, ачасем, Ăс парсан саспаллисем Аннĕртен ыйтмасăрах Йăлт вулатăр хăвăрах. Азбуки ахалли мар - Унпа лайăх паллашар. Тăрăшнах тата ÿнерçĕ, Илĕртет кашни ÿкерчĕк. - Чăнахах та, ку кĕнекепе ачасем саспаллисене хăйсем тĕллĕнех вĕренме пултараççĕ. Кашни саспалли çумне ÿкерчĕксем, сăвăсем вырнаçтарнă. Кĕнекене тата сăвăсем, ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем кĕртнĕ. Ачасем "Тупмалли юмахсем" конкурса хаваспах хутшăнчĕç. Симĕс арчара мĕн выртнине те, хĕлле шурă, çулла сăрă кам пулнине те, тулта кĕрĕкпе сăхман тăхăннă кам макăрнине те часах тавçăрчĕç. Ку кĕнекере тата тем тĕрлĕ асамлă тĕлĕнтер-мĕшсем те пур. Малаллине кĕнекепе тĕплĕнрех паллашсан пĕлĕç кĕнеке тусĕсем. Кашни çыравçă юратнă аннесене халалласа сăвă çырать. Д.Григорьев, Ю.Васильева, А.Охотникова, А.Александров хăйсем пăхмасăр вĕреннĕ сăвăсене юратнă амăшĕсене парнелерĕç. Çак илемлĕ сăвăсене А.Ильинăн "Асамат кĕперĕ", С.Гордеевăн "Хаваслă карусель" кĕнекисене кĕртнĕ. Малалла ачасем С.Гордеевăн "Хаваслă карусель", Ю.Сементерĕн "Килĕр, килĕр, кайăксем" кĕнекери сăвăсене шăрантарчĕç. Ашшĕ-амăшĕсем тĕпренчĕкĕсене хаваспах итлерĕç, хыттăн алă çупса тав турĕç. Сăвăсем каланă вăхăтрах маттур ачасем "Аннеçĕм, юратнă аннеçĕм", "Асамлă хĕвел", "Тухрăм эпĕ урама" юрăсене те шăрантарчĕç. Уява савăнăçлă вĕçлеме "Вăрманти ташă" кĕнекери такмаксем пулăшрĕç. Ачасем карталанса юрласа çаврăнчĕç, такмакларĕç, икшерĕн, тăватшарăн тăрса ташларĕç. Шкулта кĕвĕ урокне ертсе пыракан С.Сергеев баян каласа пулăшса пычĕ. Уява вĕçлесе вулавăш ертÿçи çапла каларĕ: "Кĕнекепе яланах туслă пулăр. Кĕнеке лайăххине, ыррине кăна вĕрентет, канаш, пулăшу парать. Пĕр кун та кĕнекесĕр ан пурăнăр. Кĕнекесем - пирĕн чи çывăх туссем". 14 кĕнеке çав вăхăтрах хăйсен тусĕсене тупрĕç.

Т.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика