АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл яланлăхах халăх асĕнче

28 марта 2014 г.

Канаш районĕпе Канаш хулинче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Дмитриевич Михайлов композитора, баяниста пĕлмен-палламан çын çук та пулĕ. Николай Михайлов Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша ялĕнче 1939 çулхи майăн 27-мĕшĕнче çуралнă. Канашри педагогика училищин музыка уйрăмĕнчен, Хусан патшалăх консерваторийĕнчен вĕренсе тухнă. 1969 çултан пуçласа 1976 çулччен педагогика училищин музыка уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçленĕ, нумай çул хушши Сиккассинчи ача-пăча музыка шкулĕн директорĕ, Сиккасси халăх хорĕн хормейстерĕ пулнă. Вăл ертсе пынипех çак хор Аслă Çĕнтерÿ 40 çул тултарнине халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ. Н.Д.Михайлов республикăри илемлĕх пултарулăх коллективĕсен репертуарне кĕртнĕ 20 ытла юррăн авторĕ. Николай Дмитриевич обществăлла ĕçсене хастар хутшăннипе палăрса тăнă. Çак ывăнма пĕлмен çын Чăваш Республикин музыка обществин правленийĕн членĕ, Канаш районĕнчи музыка обществин правленийĕн членĕ, ăста пахчаçă, столяр, хурт-хăмăрçă, чаплă шахматист пулнă, пултарулăхĕпе тата сăпайлăхĕпе ял тата хула çыннисен хисепне тивĕçнĕ. Шел пулин те, нумай хушă чирлесе пурăннă хыççăн, 2010 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче Николай Дмитриевич пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Анчах та унăн ырă ячĕ пирĕн асăмăртах. Пурăннă пулсан Н.Михайлов кăçал 75 çул тултармаллаччĕ. Хăйĕн мĕн пур вăй-халне, пĕлĕвне çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçе хывнă çыннăн ятне килес ăрусемшĕн те асра юлмалла тумалла. Ман шутпа, Культура çулталăкĕнче Сиккассинчи ача-пăча музыка шкулне Н.Д.Михайлов ятне парсан питĕ лайăх пулмалла.

П.ЕФИМОВ, Раççей журналистсен Союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика