АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех суя укçасем

28 марта 2014 г.

Юлашки вăхăтра Чăваш Республикинче Раççей Банкĕ ячĕпе 1997 çулта туса кăларнă 1000 тата 5000 тенкĕлĕх суя укçасем нумайланнă. Вĕсем çынсен аллисене пасарсенче, лавккасенче, суту-илÿ киоскĕсенче, вокзалсенче лекеççĕ. Суя укçана çакăн пек майсемпе пĕлме пулать: банкнота алăпа тытса пăхăр. "Раççей Банкĕн билечĕ" текен текст тата япăхрах куçлисем валли тунă паллăсем алла лекеççĕ. Купюрăна йĕри-тавра çавăрса пăхăр. Герба тĕсне улăштаракан сăрăпа тунă. Банкнота унталла-кунталла çавăрнă чухне герб тĕсĕ кĕрен тĕсрен ылтăн симĕс тĕслĕ пулса тăрать. Укçа хучĕ çинче хĕрлĕ, çутă симĕс, икĕ тĕслĕ тата сăрă хÿтĕлев йĕрĕсем вырнаçнă. Икĕ тĕслĕ хÿтĕлев йĕрĕсем фиолет тĕслĕ курăнаççĕ, анчах та лупа витĕр сăнаса пăхсан вĕсем çинче пĕр-пĕринпе черетленсе пыракан хĕрлĕ тата кăвак тĕссем пур. Çавăн пекех укçа çинче йăлтăркка çутă пунктирлă йĕрсем те пур. Купюрăна çутă çине тытса пăхăр. Варринче Ярослав Мудрыйăн портречĕ пулмалла. Унсăр пуçне вĕтĕ шăтăксем туса çырнă 1000 (5000) цифрăсем палăрмалла. Вĕсем тытса пăхнă чухне алла лекмеççĕ. Иккĕлентерекен укçа сирĕн аллăра лекрĕ пулсан ăна хуçине çийĕнчех каялла тавăрса пама ан васкăр, суя укçапа тавар туянаканпа ним пулман пекех ĕçлеме тăрăшăр. Ăна калаçтарса вăхăта тăсăр, çав вăхăтрах май тупса шалти ĕçсен органĕсене (49-0-02) пĕлтерĕр. Ултавçăн сăнне-пуçне, тумне, мĕнле транспортпа кайнине лайăх астуса юлăр.

Районти полицин уголовлă шырав пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика