28 марта 2014 г.
Пурнăç йĕрки тăрăх ашшĕ-амăшĕн хăй çутă кун пилленĕ ачине тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерессишĕн, чун тĕпренчĕкĕн кун-çулĕ тĕрĕс-тĕкел йĕркеленсе пытăр тесе хыпса çунмалла пек те. Анчах çакнашкал шухăша пурте ăса илмеççĕ-çке-ха. Пĕр çуралнă ача хăех ÿсет текенсем те пур. Унăн ăс-тăн, кăмăл-сипет, кĕлетке аталанăвне тимлĕх уйăрмаллине пачах та шута илмест хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ. Акă Канаш районĕнчи пĕр ялти тĕслĕхе илсе кăтартам-ха. 36 çула çитнĕ вăй питти хĕрарăм вырăсла "сожитель" текен арçынпа хĕрпе ывăл çуратнă. Ачисенчен пĕри хальхи вăхăтра 14 çулта, тепри - вун иккĕре. Анчах та пурнăçăн çакăн пек кĕске тапхăрĕнче ачасем мĕнле кăна инкек тÿссе ирттермен-ши; Тăван амăшĕ кÿнĕ чун-чĕре асапне ачасем хăйсем çеç пĕлеççĕ. Амăшĕ ята илтме тивĕçнĕ хĕрарăм ачисемпе мар, эрех-сăрапа туслă. Çак хаяр шĕвек умра пулсан ăна урăх нимĕн те кирлĕ мар. Тăтăш эрехпе айкашнăран хĕрарăм ачисене вĕри апат пĕçерсе çитересси, вĕсене таса та типтерлĕ çÿретесси пирки шутламан та. Таса мар тумтирлĕ ачасемпе тантăшĕсем те хутшăнма кăмăл туман. Хĕрарăм ниçта та ĕçлемен, ĕçе вырнаçма та шутламан, çавăнпа та ниçтан та пĕр пус укçа та кĕмен. Кун пек чухне апат-çимĕçе, тумтире, кĕнеке таврашне мĕнпе туянмалла? Воспитани парасси асра пулман пулин те амăшĕ ачисене патак çитерсех тăнă. Пĕррехинче ÿсĕрскер диван çинче кĕнеке вуласа ларакан ывăлне халат пиçиххийĕпе пăвса вĕлерме хăтланнă. Анчах арçын ача тăрса тарма ĕлкĕрнĕ. Тепрехинче вара хĕрачине урамра тĕртсе ярса çĕре ÿкернĕ, çĕрте выртаканскере урипе тапса пĕтернĕ. Айăпа кĕрсен ачисене темиçешер кун пĕр татăк çитермесĕр усрани те чылай пулнă. Укçа çуккипе вутă та туянайман, çавăнпа та хĕл кунĕсенче сивĕ пÿртрех пурăнма тивнĕ. Ачасем пыйтă чирĕпе темиçе хутчен те чирленĕ, апла пулин те амăшĕ ачисене сыватас тесе нимĕн те туман. Вĕсен илемлĕ литература кĕнекисем, шкул тумĕ, уроксене хатĕрленме йĕркеллĕ сĕтел таврашĕ те пулман. Амăшĕ вĕсене шкултан парса янă килти ĕçсене тума пулăшса курман, шăпăрлансем вĕренÿре япăх ĕлкĕрсе пынă. Кил-çуртра ачасене пурăнма нимĕнле услови те çуккине шута илсе 2013 çулхи октябрь вĕçĕнче ачасен тăван аппăшĕ вĕсене хăй патне хулана илсе кайнă. Хальхи вăхăтра вĕсем унта пурăнаççĕ. Амăшĕ патне каяс килменнине пĕлтереççĕ. Унтанпа амăшĕ ачисен пурнăçĕпе пĕрре те интересленмен. Канаш район сучĕ айăплă хĕрарăма 200 сехет обязательнăй йĕркепе ĕçлемелле тунă.
О.НИКОЛАЕВА, районти полицин дознани пайĕн пуçлăхĕ.